Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиллӗкмӗш сăмах пирĕн базăра пур.
пиллӗкмӗш (тĕпĕ: пиллӗкмӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав ҫулах вӗсем, хӑйсен пӗрремӗш тата юлашки юратӑвӗн «чечекӗ» сарӑлса ҫитсен, «акана тухма ҫӗрӗ пиҫсе ҫитнӗ» май, студентла-комсомолла туй туса, пиллӗкмӗш курсра вӗренекен Полина Кораблевапа ҫемье ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пиллӗкмӗш курсра физика факультетӗнче вӗренекен лутака, чикан пек тӗксӗм сӑн-питлӗ Иванов Зинон ҫеҫ, ку авантюрӑна сивленҫи туса, «ну шульӑксе-е-ем!» тесе пуҫне сулкаласа илчӗ, анчах хӑй хыҫҫӑнах «шульӑксен урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аппӑшӗ, Ула Тимӗртен виҫӗ ҫул аслӑскер, пиллӗкмӗш класра вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл вӗрентнӗ ачасем пурте пиллӗкмӗш класа куҫса йӗркеллӗ вӗренсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗнхи педсоветра шкул директорӗ Г. А. Коренков ӑна пӗрремӗш класс йышӑнса пиллӗкмӗш класа ҫитиччен вӗрентме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

— Сире ҫирӗм пиллӗкмӗш полкри, кунти пек каласан, «купӑста» полкӗнчи (кунта пире купӑста яшки кӑна ҫитереҫҫӗ) ҫара хӑй ирӗкӗпе кайнӑ салтак Пенишора Григоре хӗрӳллӗн саламлать тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сунать…»

— Кланяется и желает вам здоровья солдат-доброволец Пенишора Григоре из двадцать пятого пехотного полка, или, как его называют здесь, «капустного» (нас кормят только борщом с капустой)…»

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӑмахран ак, каруца ҫумне пиллӗкмӗш кустӑрма хушатӑн.

Добавляешь, так сказать… пятое колесо к каруце.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Матви пиллӗкмӗш хут вӑрман хӗррине таврӑннӑ тӗле кӗске ҫӗр иртрӗ, тул ҫутӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пиллӗкмӗш хута вӑл вӗҫнӗ пек чупса хӑпарчӗ, алӑка уҫса ячӗ те: — Натюш, — терӗ хуллен.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак хурама айӗнче вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулхине пирӗн колхозниксен пӗрлешӳллӗ пуххи пулнӑ, ҫав пухура ҫак ҫӗрсене, ҫак курӑнакан ҫӗрсене, — агроном, аллине тӑсса, йӗри-тавра ҫавӑрса кӑтартрӗ, — йӑлтах колхоза усӑ курма ӗмӗрлӗх пани ҫинчен акт илнӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хӗл каҫрӗ ӗнтӗ, пурӗпӗр пирӗн тӗле манмасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Такам та пӗлет пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫулта ҫуралнисем салтакра нумай пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Славик – ҫемьере пиллӗкмӗш ача.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Тӑваттӑмӗш талӑк пач ҫывӑрман хыҫҫӑн пиллӗкмӗш кунне вырӑн ҫине выртса куҫне хупсанах, унӑн пӳлӗмне тем тӗрлӗ халӑх кӗрсе тулчӗ!

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пиллӗкмӗш ҫыххине Вова хӑех турӗ те тетӗшне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пиллӗкмӗш хут?

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пиллӗкмӗш хут, — терӗ Микулинский.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнать-ши вӑл кунта, питне ҫынсене кӑтартма хӑяйман хитре хӗр ача, е ӑна пӗр-пӗр пуян тутар тахҫанах хӑйӗн тӑваттӑмӗш е пиллӗкмӗш арӑмӗ тума илсе тухса кайнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Нухайран илсе килнӗскер, ӑна Сафан пиллӗкмӗш арӑмӗ пулнӑ княжна сӑмахӗсене пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех