Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗҫ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах доктор Ливсине лав пачӗҫ те, вӑл ларса кайрӗ.

Вскоре доктору Ливси подали лошадь, и он ускакал.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӑна ром пачӗҫ, вӑл вара пӗлекен ҫын пек, васкамасӑр, кашни сыпкӑмне майӗпен ҫӑтма пикенчӗ.

Ром был ему подан, и он с видом знатока принялся не спеша смаковать каждый глоток.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Шутласа пачӗҫ, — терӗ вӑл, Виктор сӑмахӗсене хыттӑн тӳрлетсе.

— Решили, — сказала она, довольно резко поправляя Виктора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кӑнтӑрла хулара нумай ҫынлӑ митинг пулчӗ Чапаев сӗннипе, Николаевск хулине ҫӗнӗ ят — Пугачев ятне пачӗҫ.

Днём в городе состоялся многолюдный митинг, по предложению Чапаева Николаевск был переименован в Пугачёв.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Мана каласа пачӗҫ ӗнтӗ.

Мне уж докладывали.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унтан райсовета кайрӑмӑр, кӳршӗре ҫӗр каҫрӑмӑр, кайран вара ҫак хваттере пачӗҫ, ҫӗнӗ ҫуртра…

Потом пошли в райсовет, ночевали у каких-то соседей, а потом нам эту квартиру дали, в новом доме…

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Вӗсем валли тӑватшар лаша кӳлнӗ виҫӗ пысӑк урапа пачӗҫ.

Для них подали три большие телеги, запряженные четверками лошадей.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмсем ҫӗнӗ кин пулассине пӗр тиркӗ шыв илсе илсе пачӗҫ.

Женщины принесли чашку с водой и подали невесте.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хая уйрӑм ҫӗнӗ ҫурт пачӗҫ.

Го Цюань-хаю отвели новый домик.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑна ытти хӗрарӑмсем те ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Это подтвердили и другие женщины.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун ҫинчен пире Лю Дэ-шаньпе Яланах Пуян Ли те каласа пачӗҫ.

В чем лично сумели удостовериться Лю Дэ-шань и Ли Всегда Богатый.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫынсем кулса ячӗҫ, анчах теприсем ҫав ыйтӑвах пачӗҫ:

По комнате прокатился дружный смех, и напряжение сразу разрядилось.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Августӑн вунпиллӗкмӗшӗ хыҫҫӑн мана гоминдан ҫарӗн малти линире тӑракан пайӗн начальникӗ кӑларнӑ приказа пачӗҫ.

После пятнадцатого августа мне был передан приказ от начальника передовых частей гоминдановской армии.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Манӑнне те икӗ лашана илсе кайрӗҫ, унтан каялла илсе килсе пачӗҫ.

— У меня ведь тоже сначала забрали двух лошадей, но потом вернули.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн чӗрине йывӑр шухӑшсем ыраттарчӗҫ: «Ашаксене тавӑрса пачӗҫ, анчах вилнӗ ывӑлпа ҫухатнӑ арӑма кам тавӑрса парӗ?»

Сердце его наполнялось противоречивыми чувствами: «Осликов вернули, но кто вернет погибшего сына и потерянную жену?»

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Коммунистсен партине пула! — ответ пачӗҫ пухӑннӑ ҫынсем.

— Коммунистическая партия помогла! — ответили собравшиеся.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Картишӗнче Го Цюань-хайпа Бай Юй-шане хупӑрласа илсе, вӗсем ыйту ҫине ыйту пачӗҫ.

Окружив во дворе Го Цюань-хая и Бай Юй-шаня, они засыпали их вопросами.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак сӑлтавсене пула, Го Цюань-хайпа Бай Юй-шане Юйшу уездне кайма пропуск пачӗҫ, пулӑшма хӗҫпӑшалланнӑ виҫӗ милиционер уйӑрчӗҫ.

Поэтому после соответствующего согласования Го Цюань-хая и Бай Юй-шаня пропустили в уезд Юйшу и дали им в помощь трех вооруженных милиционеров.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ли Лань-ина ҫӗр лаптӑкӗ пачӗҫ, анчах помещик япалисенчен ӑна нимӗн те лекмерӗ.

Ли Лань-ин тоже был выделен участок земли, но из имущества она ничего не получила.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Туман, туман, лайӑх ҫын! — ответ пачӗҫ темиҫе ҫын харӑс.

— Нет, хороший человек! — ответило сразу несколько голосов.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех