Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ленькӑпа Митяй пахчаналла чупса кайрӗҫ, карта ҫумӗнчен пӗр вӑрӑм шерте туртса кӑларса, ӑна чул ҫурт патне йӑтса пычӗҫ.Ленька с Митяем побежали на огороды, вывернули из городьбы длинную жердь и притащили к дому.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем хӑйсен ҫавракаланса пысӑкланнӑ куҫӗсемпе арҫынсене пахчаналла илсе кайнине курса юлчӗҫ.Расширившимися глазами следили они, как повели мужиков на огороды.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька крыльца айӗнчен чаваланса тухрӗ те, йӗлтӗр ҫине тарса, пахчаналла ярӑнса кайрӗ.Ленька выкарабкался из-под крыльца, встал на лыжи и вышел на огороды.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малтан вӗсем апат ҫирӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, унтан иккӗшӗ те пахчаналла уттарчӗҫ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Андрей Васильевич Дина ӑҫталла ларма сӗнет-ши тенӗн, ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранах йӑпӑрт пӑхса илчӗ те, хӗр кӗҫӗн алӑк витӗр пахчаналла тухсан — ун хыҫҫӑн утрӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Власьевна йӗпе тутӑрӗпе сулса илчӗ те пахчаналла вӑркӑнчӗ.
Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Матви, картлашка ҫинче техӗмлӗн пирус тӗтӗмне пехлесе лараканскер, мӑшӑрне шыв ӑсса кӗме шантартине аса илчӗ те, ваштах тӑрса, пахчаналла васкаварлӑн утрӗ.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак вӑхӑтра ачасем юнашар пахчаналла шӑвӑнчӗҫ.Пользуясь этим шумом, мальчики проскальзывают в соседний огород.
47 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пахчаналла ик чӳрече тухать.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Калӑпӑр, пахчаналла тухмалла тусан…
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ильяс, вӗрлӗк урлӑ каҫса, пахчаналла кӗчӗ.Ильяс, недолго думая, перемахнул через прясла и направился к ней.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккее паян ҫӗнӗ пури те кӑмӑлне ҫырлахтармарӗ, ҫырлахтарассинчен ытла ӗмӗтне сӗврӗлтернӗ пек те туйӑнчӗ: темле, пысӑк тупӑк пек, таватӑ кӗтесле, пахчаналла вӑрӑм тӑсӑлать, ҫине витмен…
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унта инкек карнӑ ывӑса, вутран хӑранӑ пек акӑш-макӑш сыхланса, аллисемпе ярса илет, ывӑс айне шӑпӑрпа шӑлкалам пек тӑвать, вара, вӗрлӗк хапхана уҫса, шӑпӑр ҫине хунӑ ывӑса ик аллипе ярса илет те ун ҫинчи пӗтӗм «туприне» пахчаналла илсе каять.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳрчӗн, урамалла тухакан икӗ чӳречерен пуҫне, пахчаналла тепӗр чӳрече пур, унӑн ҫӗмрӗк куҫне, ҫил кӗресрен, ҫӗтӗк ланчашкапа питӗрнӗ.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳлӗмӗн пӗр чӳречи пахчаналла, тепри ҫӑра курӑклӑ килхушшинелле пӑхать.В комнату с одним окном в палисадник и другим на двор, густо поросший травой.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах чӑрсӑр хӑюлӑх ҫитсе ҫапӑннипе вӑл пӳртелле ӳпӗнчӗ те, кобура ярса тытса, ун ӑшӗнчен хура тӗслӗ ҫӗнӗ револьвере кӑларса илсе пахчаналла сикрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл вара, ӳсӗркелесе, пусма вӗҫне ларса сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, лейка илсе, пахчаналла тухрӗ.Откашливаясь, она села на ступеньку, отдышалась, взяла лейку и пошла в огород.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Пӗр котелок ҫеҫ ҫаклатса килмелли юлчӗ, ӑна ыранхи каҫ илсе килме йышӑнчӗҫ, котелока пахчаналла тухакан пӗчӗкҫӗ чӳречерен вӗҫне пӑта ҫапнӑ вӑрӑм туяпа ҫаклатса илме килӗшрӗҫ.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Малтан ҫатан ҫине ӳкрӗ вӑл ҫутӑ, вара пахчаналла сиксе ӳкрӗ, унта йывӑҫ тӑррисене ылтӑн сӑрпа сӑрларӗ те пӳртӗн шурӑ стенине ҫутатрӗ, Тимофей Ильичпа Ниловнӑна пӗр вӑхӑт сӗм суккӑрах туса хӑварчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.