Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анисья ун хыҫӗнчен алӑкран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, — вӑл яланах ҫавнашкал: ку чашӑкӗсене сӗтел патне лайӑхах илсе ҫитерет-ши тесе, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлать; Захар патнуса чиперех сӗтел ҫине лартсан, вӑл ним шарламасӑр алӑка хупать е лешӗ пӗр-пӗр чашӑка ӳкерсе ҫӗмӗрсе пӑрахсан, ыттисене те ҫӗмӗрттерес мар тесе, чупса тухать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Анисья аллинчен патнуса туртса илчӗ те стакансене ӳкерсе пӗтерчӗ, ҫакӑнтанпа вара вӑл Анисьйӑна курайми пулчӗ, каҫарасшӑн пулмарӗ.Он вырвал у ней поднос, разронял стаканы и уже с тех пор не мог простить ей этого.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӑҫта пулнӑ-ши вӑл ирхи апата кӑнтӑрла ҫиесси? — Вара патнуса лартрӗ те ӳкернӗ япаласене урайӗнчен пухрӗ; булкӑна илчӗ те вӗрсе сӗтел ҫине хучӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1