Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑмӗсем (тĕпĕ: парӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать, хӗрарӑмӑн пысӑк парӑмӗсем ҫинчен тӑванӗ пӗлнӗ, ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Янтул ун чухне пурӑннӑ кил хуҫин парӑмӗсем пирки сӑмах та тапратмарӗ.

В тот раз о стариковых недоимках даже рта не раскрыл.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗн парӑмӗсем пысӑккине пӗлсе тӑнӑскер, инкек килсе тухасса Михала пӗлнӗ: суд урлӑ ҫӑмарта склачӗсене сутса яриччен, аренда шучӗпе вӗсене Ревер хуҫана пани аванрах.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗнле-ха, хырҫӑ тӳлекеннисен парӑмӗсем пур-и?

— А что, на оброчных есть недоимка?

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Атте чухӑна тӑрса юлчӗ, парӑмӗсем нумай пулнӑ унӑн, ҫав парӑмсене парса татнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе те вунултӑ доллар та пӗр негр ҫеҫ — Джим юлнӑ унӑн.

Папаша совсем обеднел, и долгов у него тоже было порядком, так что, когда он окончательно со всеми рассчитался, у него осталось всего-навсего шестнадцать долларов да наш негр Джим.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑнпах энергетиксем кӳренӗвне те пытармаҫҫӗ: влаҫсем ҫутҫанталӑк газӗн потребителӗсен парӑмӗсем пирки питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ - ҫапла пулмалла та, анчах ӑшӑ, электричество энергийӗшӗн капланнӑ питӗ пысӑк парӑмсем тӗлӗшпе пысӑк трибунӑсем ҫинчен калани илтӗнмест - вӗсем ҫук та тейӗн…

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Ку темӑна аталантарнӑ май Михаил Игнатьев Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Ульяновск облаҫӗнче шалу парӑмӗсем пирӗннинчен чылай пӗчӗкреххине палӑртрӗ, ыйтӑва куҫран вӗҫертме юраманни пирки асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тавар ыйтакан сахалланнипе тата кредит парӑмӗсем ӳснипе хальхи вӑхӑтра асӑннӑ тытӑм финанс йывӑрлӑхне кӗрсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех