Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хутран-ситрен алимент ярса паркалать.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
«Ҫынсем тӗлӗнчӗҫ ҫеҫ мар, сехӗрленчӗҫ те. Ан тив. Микула кӑмӑллӑ, чухӑнсене тавар та кӗтмелле паркалать те, кунта мӗн ӗҫ унӑн?
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хутран-ситрен парнесем паркалать хӗр ачана.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл мана кӗпе-йӗм ҫума килсе паркалать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хуҫа вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫеҫ «политикӑлла» ыйтусем паркалать.Хозяин только время от времени задавал какой-нибудь политический вопрос.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Экэчо ывӑлӗ каланине чӑтӑмлӑн итлесе ларать, хӑш чухне вӑл ӑна, сайра хутра тенӗ пек, аннӳне киле илсе килетӗп тесе, сӑмах та паркалать.Экэчо терпеливо выслушивал сына и изредка даже давал обещание вернуть мать домой.
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӑтӑшах вӑл мана тактикӑллӑ ыйтусем паркалать.Он частенько задавал мне тактические вопросы разного характера.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ингину старик кӑвайт умӗнче тӑрать, хӑй туя сине уртӑннӑ, хушӑран ҫеҫ вӑл кӑтартусем паркалать, ӗҫ чиперех пынӑ чух хӑй хутшӑнмасть.
Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.
Сталин тимлӗн итлет, хутран-ситрен ыйтусем паркалать, Фролов вӗсем ҫине ҫав вӑхӑтрах ответсем парать.Сталин внимательно слушает, изредка задает вопросы, на которые Фролов в то же время дает ответы.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ачисенчен хӑшӗ те пулин варра-мӗне ан вӗрентӗр тесе, вӗсене хӑш чухне укҫа арчи ҫӑраҫҫине те шанса паркалать.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл Михаил Иваныча кӑна хӑш чухне Верочка патне кӗме ирӗк паркалать.Михаилу Иванычу дозволяла она иногда заходить и в ее комнату.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1