Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пар сăмах пирĕн базăра пур.
пар (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимпе ӳкӗте кӗртме ҫук ӑна — пар та пар!

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Йӑмӑк икҫӗр тенкӗ парать, эс пӗр виҫҫӗр тенкӗ пар хӑть.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ме-ха, арҫын пек пулса, тытса пар, — тесе стакана эрех тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эх, карчӑк, яра пар, Ярапине хама пар.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана икӗ ҫӑмарта паратӑп, эсӗ мана пӗр ҫӗрулми ҫеҫ пар, — тесе, Вова кӗсйинчи ҫӑмартасене кӑларса Микуль умне хучӗ, анчах лешӗ илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Микуль, эпӗ сана ҫӑмарта паратӑп, эсӗ мана ҫӗрулми пар.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пар пире Ту енне, пар теттӗмӗр, вара сана Мускав енчен никам та килсе тапӑнаймасть, унта ҫирӗп хурал пулать теттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс унта ӑсатма ан пар, мӑрса, — ӑс пачӗ Якӑпта.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс ан пар ӑна, нимпе те ан пар! — вӗрентесшӗн пулчӗ Офоня.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хурса пар, халех хурса пар, — хушрӗ анне те.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

— Пулштух пар та яшка пӗҫерсе пыр, эпӗ сана хурал пӳртне хамах уҫса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пулштух эрех пар, вара халех хурал пӳртне уҫса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Парӑма тӳлемест тесе суда пар эсӗ ӑна! — терӗ староста Ваҫҫана, — ку анана сухаласа пӗтер те акса пӑрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пама исе килнӗ пулсан пар та чатрах, ӗҫ ҫине куҫар.

Коль мне принес, давай скорей и перейдем к делу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗлӗ тунӑ чухне чӑваш «алӑк патнӗ кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар» тесе кӗл тӑвать.

Когда чуваш молится, то просит «на порог дать ему зятя, а в горницу — сноху-кинь».

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна каласа пар та кӑна каласа пар теҫҫӗ…

чтобы я рассказывал.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тутаркас хӗрачи кусар йӑтса пычӗ — хӑйраса пар, Атӑлкассинчен Укахви ҫурла йӑтса пычӗ — шӑллаттарса пар.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь фронта снаряд пар, ҫӑкӑр пар, часрах ҫӗнтерӳ тума пулӑш.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа ӑшӗнче Левентее хӗрхенсе те илчӗ: пурте ыйтаҫҫӗ унран — ӑна пар, кӑна пар, пурте вӑрҫаҫҫӗ — вӑл ун пек мар, ку ун пек мар, ун пурне те пӗлмелле, пур ӗҫе те вӑхӑтра тумалла.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна парса янӑ ҫырура Иван патне: Дивиз-Мурзана пирӗнпе туслӑ пурӑнма тупа туса сӑмах пар, эп сан ҫынну умӗнче тупа тӑвӑп тесе ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех