Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Катилинӑн сената хирӗҫ тунӑ каварне тытнӑ, ҫавӑншӑн сенат ӑна «тӑван ҫӗршыв ашшӗ» тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Малтанхи вӑхӑтра ӑна ҫуркунне турри, кӗтӳсен хӳтӗлевҫи вырӑнне хисепленӗ, ун ячӗпе ҫуркуннехи пӗрремӗш уйӑх ятне панӑ (март).

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Вӑл «япаласен природи ҫинчен» ятлӑ пысӑк поэма ҫырнӑ, ҫав поэмӑра Эпикур философӑн вӗрентӗвне ҫырса панӑ, хӑй вӑл Эпикур вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Аслисем хушнипе преступниксене тытса наказани панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ҫемьере паха ӗҫсем пулса иртнӗ чухне (ача ҫуралсан, туй вӑхӑтӗнче, ҫул ҫине кайнӑ е таврӑннӑ чухне) ларсене парне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ҫӗнтерӳсемшӗн ӑна темиҫе триумф тата Рима иккӗмӗш хут пуҫласа яракан ятне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Граждан венокӗ — йӗкеллӗ юман ҫулҫисенчен тунӑ кӑшӑл; хӑйӗн юлташне ҫӑлса, ҫав вӑхӑтра тӑшмана вӗлернӗ ҫар ҫыннине римлянсен ҫарӗнче ҫав наградӑна панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ҫав вӑрҫӑра гладиаторсем хӑйсен ирӗклӗх илме тивӗҫлине те, чаплӑ ӗҫсем тума пултарнине те кӑтартса панӑ.

В этой войне гладиаторы доказали своим мужеством, что они были людьми, достойными свободы и способными к великим делам.

Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак малтанах хӑйӗн йӑмӑкне ҫапӑҫу патӗнчен инҫете ӑсатса яма приказ панӑ пулнӑ.

Спартак приказал увести подальше от сражения сестру.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл Квинта тӑшманӑн юланутлӑ ҫарне хирӗҫ тухма приказ панӑ.

Он приказал Квинту идти навстречу вражеской коннице.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Красс ҫийӗнчех ҫав юланутҫа Спартак патне таврӑнма хушнӑ, Спартака хӑй кӑтартнӑ ҫӗре тепӗр тӑватӑ сехетрен пыма пулни ҫинчен пӗлтерме, Спартак хӑйне унӑн тӳрӗ кӑмӑлӗ ҫине шанса панӑ пекех, вӑл та Спартак тӳрӗ кӑмӑлӗ ҫине шаннӑ ҫинчен каласа пама хушнӑ.

Красс тотчас же принял предложение гладиатора я приказал передать послу, что через четыре часа он, Красс, будет на свидании в назначенном месте; и как Спартак вверяет себя его чести, так и он полагается на честь Спартака.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Скрофӑна утмӑл пин ҫын пуҫлӑхӗ туса, вӑл ӑна Спартака пӗр канӑҫ памасӑр хӑвалама приказ панӑ; хӑй вӑл, ытти вуникӗ пин ҫынпа, пӗтӗм обозӗпе кунӗн-ҫӗрӗн кайса, Фурисене, унтан Потенцине пынӑ.

Поэтому, отдав под начальство Скрофы шестьдесят тысяч человек, он приказал ему преследовать Спартака, не давая ему ни отдыха, ни покоя; а сам с остальными двенадцатью тысячами своего войска направился в Фурии и оттуда в Потенцию.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Засадӑна янӑ легион командирӗ Ливий Мамерк хӑйне кӑтартнӑ сӑрт ҫине салтакӗсене ҫав тери асӑрханса ертсе пынӑ, Ганник та, Каст та нимӗн те сисмен; хӑйӗн салтакӗсене, хӗҫ-пӑшал хӗвел ҫинче йӑлтӑртатнӑ тӑрӑх ан сисчӗр тесе, Мамерк хӗҫ-пӑшала, шлемсемпе латӑсене туратсемпе витме приказ панӑ.

Ливий Мамерк, командовавший посланным в засаду легионом, привел своих солдат на указанный холм с такой осторожностью, что Ганник и Каст ничего не заметили; так как Мамерк предвидел, что блеск оружия на солнце может открыть неприятелю присутствие его солдат, он приказал им покрыть шлемы и латы ветками.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав вӑхӑтрах Спартак вӑхӑта та ҫухатнӑ, хӑйне Красран уйӑрса тӑракан ҫула кӗскетме май панӑ.

Из-за этого Спартак терял время и все то расстояние, на которое он опередил Красса.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Каппадокиец хӑй мӗн пӗлнине каласа панӑ.

Каппадокиец рассказал все, что ему было известно.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юлашкинчен, кимӗсене тытса пыракан пулӑҫӑсем канаш панӑ тӑрӑх, Граник ҫыран хӗрринелле пӑрӑнчӗ те гладиаторсене улах вырӑнти ҫыран ҫине антарчӗ.

Наконец, по совету рыбаков, которые вели лодки, Граник пристал к берегу и велел гладиаторам спуститься на пустынный берег.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл вара хӑй ҫинчи ылттӑн пӑчӑрана, кӗмӗл шлема, хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ хӗҫне илнӗ те ҫавсене пурне те жреца панӑ.

Она сняла с плеч толстую золотую цепь, маленький меч с рукояткой, усыпанной драгоценными камнями, серебряный шлем и подала все это жрецу.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тепӗр каҫхине вӑл, пичӗ ҫинчи бронза тӗслӗ сӑрне тасатса, хӑйӗн ҫар тумтирне тӑхӑннӑ та, Геркулес храмне кайса, жреца вунӑ талант панӑ.

На следующую ночь, сняв с лица каштановую краску, она оделась в военный костюм, отправилась в храм Геркулеса и вручила жрецу десять талантов.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл вӗсенчен хӑйӗн ҫарне Сицили утравӗн ҫине куҫарма ыйтнӑ, уншӑн вӑтӑр талант тӳлеме сӑмах панӑ.

Он спрашивал, не перевезут ли они его войско в Сицилию, обещая им за эту услугу тридцать талантов.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл ҫапла каланӑ: хӑйсене чӗрӗ халлӗн тыткӑна илме панӑ гладиаторсене ҫӑлмашкӑн лагерьте ҫамрӑк патрицисем ялан тупӑнмӗҫ, ӑнсӑртран ҫавсем пулман пулсан, вӗсем пурте ҫул тӑрӑх йывӑҫсем ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ пулӗччӗҫ, вӗсене Апеннин вӑрманӗсенчи ҫӑхансем пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Он сказал, что не всегда найдутся в лагере сто пленных римских патрициев, чтобы своей жизнью спасти гладиаторов, которые сдаются неприятелю живыми, что без этой счастливой случайности все они в этот момент висели бы на деревьях вдоль дорог и кормили воронов и коршунов апеннинских лесов.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех