Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пани (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑххӑм! — иккӗшин хӑлхи анисенче те пылчӑк пек хыттӑн пырса тирӗнчӗ Иван Гаврилович тӑрӑшсах сас пани.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, пӑртак пани аван, тейӗпӗр…

Ну, хорошо, положим, что это немножко…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нумайӑшӗ Чжао Юй-линь вӗсемшӗн кам пулни, вӑл хӑй пурнӑҫне халӑх телейӗшӗн пани ҫинчен шутларӗҫ, Маньчжоу-го вӑхӑтӗнчи тискер те хӑрушӑ ҫулсенче ҫак ҫын ҫемйи мӗн-мӗн тӳссе ирттернине аса илчӗҫ-и.

Многие подумали о том, кем был для них Чжао Юй-линь, отдавший жизнь ради их счастья, вспомнили, что перенесла семья этого человека в проклятые годы Маньчжоу-го.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Старик, Хань Лао-лю ҫырма патне чупса ҫитсен хӑйне шалаша пытарма тархаслани ҫинчен тата ун ҫинчен никама та ан кала тесе доллар пани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Старик рассказал, как Хань Лао-лю, добежав до реки, просил спрятать его в шалаше и дал доллар, чтобы старик молчал.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ежовӑн пӗлменни пулман: вӑл прокурор горничнӑйӗ ача ҫуратса пани ҫинчен, прокурор майри уншӑн упӑшкине вӗри кофепе сапни ҫинчен шкула хыпар ҫитернӗ; вӑл кӑртӑш пулла ӑҫта тата хӑҫан тытма аванраххи ҫинчен каласа кӑтартнӑ; кайӑк-кӗшӗк тытма тапӑсем, читлӗхсем тума пултарнӑ; касӑрма маччи ҫинче пӗр салтак мӗншӗн тата мӗнле ҫакӑнса вилни ҫинчен те тӗплӗн хыпарланӑ, тата паян учитель кам-кам ашшӗнчен мӗнле парнесем илни ҫинчен те пӗлтернӗ.

Ежов знал всё: он рассказывал в училище, что у прокурора родила горничная, а прокуророва жена облила за это мужа горячим кофе; он мог сказать, когда и где лучше ловить ершей, умел делать западни и клетки для птиц; подробно сообщал, отчего и как повесился солдат в казарме, на чердаке, от кого из родителей учеников учитель получил сегодня подарок и какой именно подарок.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку вӑл турра — ыйту пани.

Это — богу вопрос…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эсӗ тем те пӗр суйса пани эпӗ айӑплӑ ҫын иккенне пӗлтермест-ха.

Хотя ты и наболтал на меня, ничего преступного за мной все равно нет.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Романӑн тӗп идейи — хресченсем политикӑллӑ ӗҫ тума хускалнине, коммунистсен партийӗ тӗттӗм те мӗскӗн ҫынсене обществӑна тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума пултаракан хӑюллӑ, ӗҫе ӑнланса тӑвакан, ӑнланса кӗрешекен ҫынсем пулма вӗрентнине, вӗсене воспитани панине тӗрӗс кӑтартса пани.

Центральная идея романа — пробуждение крестьянства к политической деятельности и воспитание компартией из темных забитых людей смелых, сознательных борцов за коренное переустройство общества —

Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.

Дани регент-принцӗ акӑлчан-швед-вырӑс пӗрлӗхӗ ҫумне пӗрлешме килӗшмен хыҫҫӑн Лондон тӑрӑх вӑл Наполеона Дани территорийӗпе Зунда кайма ирӗк пама хатӗр пулни ҫинчен, ҫапла май британ карапӗсене чарса лартса Швецине ҫул уҫса пани ҫинчен сас-хура тухнӑ.

После отказа датского принца-регента от присоединения к англо-шведско-русскому союзу по Лондону поползли слухи о том, что он готов предоставить Наполеону право прохода по датской территории к Зунду с тем, чтобы блокировать его для британских судов и далее переправиться в Швецию.

Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8

Ӑна хамӑн шухӑшсем ҫинчен, унӑн хӗҫпӑшалне хам «тӑшмана ҫӗнтерекен хӗҫ» тесе ят пани ҫинчен каласа паратӑп.

Делюсь с ним своими наблюдениями, вспоминаю, как называл его оружие «разящим мечом».

5. Борис Гаврилович Шпитальнӑй патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Унта мана радиограмма килни ҫинчен, мана фронт Политуправленине кайма приказ пани ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Оказывается, пришла радиограмма — мне приказано вылететь в Политуправление фронта.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫӗнӗ юлташа вӗсем ҫапӑҫусем ҫинчен каласа пани тӑрӑх та, пӗрремӗш хут вӗҫни тӑрӑх та аван пӗлме пултараҫҫӗ.

Нового товарища они узнают и по рассказам о проведённых им боях и по первому полёту.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Паян, 1944 ҫулхи майӑн 2-мӗшӗнче, фронт ҫывӑхӗнчи пӗр аэродромра сирӗн самолета хама пани ҫинчен савӑнса пӗлтеретӗп.

С радостью сообщаю вам, что ваш самолёт мне вручили сегодня, 2 мая 1944 года, на прифронтовом аэродроме.

27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аслӑ звани пани нумай ӗҫсем тума хушать.

Высокое звание ко многому обязывает.

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑратни те, хӑйне хӗртни те, апат пани те пулӑшман.

Ни угрозы, ни побои, ни угощенья не помогали.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Паян манӑн пысӑк праҫник пулни ҫинчен, темиҫе ҫул каярах пионер организацине кӗнӗ чухне те паянхи пекех савӑнни ҫинчен, халӗ ҫирӗп комсомолец-ленинец пулма шантарса сӑмах: пани ҫинчен каласа патӑм.

Говорил о том, что сегодня у меня большой праздник, что такое же радостное чувство я испытывал много лет назад, когда вступал в пионерскую организацию, что теперь даю обещание быть верным комсомольцем-ленинцем.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Летчик каласа пани

Рассказы летчика

Тӑван ҫӗршывшӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑйсен командирӗпе комиссарне генерал ятне пани пирӗн боецсене хавхалантарчӗ ҫеҫ мар, вӗсем кун хыҫҫӑн партизансен соединенине Совет правительстви ҫав тери пысӑк хисепе хунине те туйса илчӗҫ.

В генеральской форме командира и комиссара люди увидели знак высокой оценки советским правительством всего нашего партизанского соединения.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Отряд командирӗсем хӑйсен боецӗсене пире Сталин юлташ епле задани пани ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Командиры отрядов объявили, что нам предстоит выполнить личное задание Сталина.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташпа калаҫни тата пире рейда тухма хушса Сталин юлташ хӑй приказ пани (вӑл приказа эпӗ Мускавран тухас умӗн алӑ пусса вуларӑм) ман шухӑшӑма тата тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.

Беседа с товарищем Сталиным и приказ на выход в рейд, который я прочёл под расписку перед вылетом из Москвы, не оставляли на этот счёт никакого сомнения.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех