Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӗнекесене инспектор памасть, а кӗнеке параканӗ велосипед ҫинчен анмасӑрах киле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Кандидат памасть.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫавӑ-ҫке канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Санэпидеми станцийӗ таса мар тислӗке ҫын пурӑннӑ тавраша кӑларма ирӗк памасть, анчах Мартин Мартынч ӑна пӗтӗмпех хӑй ани ҫине хӑварттарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хускаласса хускалать хут татӑкӗ, анчах чӑштӑр-чӑштӑр тунисӗр пуҫне нимӗнле сасӑ та памасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫӑрӑлса тӑма нӳрӗкӗ те нумай кирлӗ мар пирӗн ҫӗр валли, типсе каясси те часах ун: ҫӗмӗрт пек хура, кӗрпеклӗ ҫӗр юхса кайма памасть ҫумӑр шывне, ҫӑтать те ҫӑтать; ҫумӑр чарӑнчӗ, хӗвел пӗрре кулса пӑхрӗ — ҫӗр пичӗ кушӑхма та тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑ вара выльӑх-чӗрлӗх усракансене те, кайӑк-кӗшӗк тытакансене те, ачаллӑ ҫемьесене те канӑҫ памасть.

И это не дает покоя ни животноводам, ни птицеводам, ни семьям с детьми.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Ҫавӑн пекех ял ҫыннисене Мӑн Вылӑран пуҫласа Ҫирӗккасси ялӗнчи ҫул ҫав тери шӑтӑк-путӑклӑ пулни канӑҫ памасть.

Также жителям деревни не дает покоя то, что дорога от Большой Вылы до деревни Сириккасы сильно ухабистая.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Тепӗр тесен, «тӑрӑх» тени «округ» термина, ман шутпа, туллин уҫса памасть.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

— Вӑл хӗрарӑм тӗлне ҫаклансан та маххӑ памасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑма пурне те курас, пурне те пӗлес килни канӑҫ памасть вӗт: Наталь зал алӑкне уҫса пӑхмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Яшкаран ытларах ӑна пулас калав канӑҫ памасть

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ни хырӑма тӑрантармасть, ни капӑр ҫи-пуҫ тупса памасть».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мана халь урӑххи канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пӗлетӗн-и, Никифор Ильич, хӑш-пӗр чух мана пӗр кӑткӑсрах, тӗлӗнмеллерех шухӑш канӑҫ памасть: чӑваш хӗрарӑмӗсен кӑмӑлтуйӑмне Нарспи сӑнарне каҫӑхса кайсах мухтани хӑш енчен те пулин кӑштах пӑсмарӗ-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чӗре канӑҫ памасть, Михал тӑванӑм, чӗре.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ Лапсар ҫулӗ нумай ҫынна канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Тавӑт шкулӗн территорине хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫсене вӗҫлесси, Крымсарайкка ялӗнче клуб тӑвасси канӑҫ памасть ку тӑрӑхра пурӑнакансене.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Апла пулин те, самана улшӑнӑвӗ, ҫӗнӗ вӑхӑтри ҫынсен кӑмӑл-шухӑшӗ те ӗлӗкхи ырӑ йӑлана манма памасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех