Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасть (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йывӑҫсене ҫын пырса тӗкӗнсен вара ҫӗрӗпех ҫывӑраймасть, юлташ-хуралҫисене те ҫывӑрма памасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӑра пек пӗтӗрӗнсе вӑрӑм, чармака мӑйракисемпе пуҫне чалӑштарса, хапхаран никама ни кӗме, ни тухма памасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ялтан уйрӑлни-ши час-часах тепре чухне лайӑх пӗлнӗ ҫынсен пурнӑҫне те тӗплӗн тишкерме май памасть.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫавӑнпа Парамун ачасене шыва пӑтратма памасть.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Канӑҫ памасть вӑл Парамуна, Санюкшӑн тӗке-тӗке илет, пуҫана тесе йӗкӗлтет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл ал та памасть, яланах хушнине кӗтме вӗреннӗ ҫын пек, лӑпкӑн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӗҫлемесӗр никам та памасть ӑна…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сантӑр хӗрне Микулана качча памасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килӗнче вӑл никама та ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аслӑ турӑ, эпир ӗненнине пӗлес тесе, пирӗн ҫине йывӑрлӑхсем ячӗ… унӑн ирӗкӗ пек пултӑр ӗнтӗ… — ялпа пӗрле тырӑ вырма тухайманни ҫеҫ ӑна канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, Энӗшкасси ялӗн ҫӗр уполномоченнӑйӗ пулнипе, Платуна халӑх ҫӗрне сутма е тара парса усӑ курма ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ма сӑра памасть вӑл?! — каллех сӗтеле чышрӗ Огуречников.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та вӑл вӗсене аталанса кайма памасть, ытларах тӑван тавралӑха пӑхса, унӑн илемӗпе киленсе пыма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗн пулнӑ-ши аттене? Темле йывӑр шухӑш канӑҫ памасть пулас ӑна. Мӗн-ши?» — шухӑшласа пычӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Раҫҫей хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене палачсене аркатса тӑкма памасть тата вӗсен шӑпи ҫине аякран пӑхса тӑма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ҫичӗ хутчен хӑваласа ҫитсе ҫичӗ хутчен шӑлпа кӑшлать вӑл ҫав калпая, анчах тарма памасть.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах астӑвӑр, ял-йышсем, вӑл хут халь вырӑссене кӑтартсан та сире ним те памасть.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимле парне те ярса памасть вӑл сана, — хирӗҫлерӗ Исмаил.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса пурӑнни ним те памасть пире.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аслӑ воевода, — терӗ вӑл, — пире, анат ҫармӑс ҫӗрпӗвӗсене, вӗсене ҫеҫ мар, пирӗн енчи пӗтӗм халӑха пӗр япала канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех