Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртма (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пире малашне усӑ курма май пур мелсене, халӑха пӑлхантаракан ҫивӗч ыйтусене туллин палӑртма пулӑшрӗҫ.

Они помогли нам составить максимально полное представление о потенциальных возможностях и волнующих людей вопросах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫемьесенчен ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани вырӑнне альтернативлӑ финанс мерисем палӑртма ыйтакан сӗнӳсем те килеҫҫӗ.

Поступает много обращений семей, в том числе по альтернативным финансовым мерам взамен предоставления земельного участка.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл куншӑн яваплӑ ведомствӑсене нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вытрезвитель ӑҫта пулассине палӑртма хушнӑ.

Он поручил ведомствам, ответственным за данный вопрос, до 17 февраля определить место, где будет находиться вытрезвитель.

Чӑваш Енре вытрезвителе кӑҫалах уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34176.html

Ҫамрӑк ҫын эрнере ҫичӗ кун хӳшши ваттисен йӑли-йӗркине хисеплесе пӑхӑнать пулсан, хӑйӗн йӑли-йӗркине палӑртма саккӑрмӗш кун тупма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла вара видеокамерӑсем пулӑшнипе пӗлтӗр 1 преступление уҫса пама, право йӗркине пӑснӑ 20 тӗслӗхе тупса палӑртма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Иртнӗ ҫул ҫын вӗлернипе, вӑрӑ-хурахла тапӑннипе, ирӗксӗрлесе укҫа ыйтнипе ҫыхӑннӑ преступленисем пулманнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Преступлени пулсан ӑна тӗпчеме, айӑплисене ҫийӗнчех йӗрлесе тупса палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Палӑртма кӑмӑллӑ, сывлӑха ҫирӗплетекен комплекса ҫӳрес текенсен шучӗ 4176 ҫынна ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Ун пӗлтерӗшне эпир ҫав-ҫавах туллин палӑртма пултараймастпӑр, хӑйсен телейӗсене татса пирӗншӗн – паянхи тата пулас ӑрусемшӗн – ҫапӑҫнӑ ветерансем вара вӑл мӗнле хакпа туптаннине аван пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Айӑплавӗ ун чухне ҫирӗпрех: 300 пин тенкӗ таран штраф хума, водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илме, 480 сехет таран юсану ӗҫӗсем палӑртма е 2 ҫулччен тӗрмене хупма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Цитатӑсене (пӗр-пӗр текстри вырӑнсене) илсе кӑтартнӑ чух вӗсен авторӗсене палӑртма манмалла мар тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Донбасӑн халӑх республикисен парламенчӗсем, ҫавӑн пекех Херсон тата Запорожье облаҫӗсен ҫарпа гражданла администрацийӗсем ку территорисен пуласлӑхне палӑртма референдумсем ирттерме шутларӗҫ, ҫак утӑма пурнӑҫлама Раҫҫейрен пулӑшу ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ӑнӑҫу майӗпен сирӗн пата таврӑнать, эппин, ҫӗнӗ плансем палӑртма вӑхӑт.

Удача постепенно возвращается к вам, а значит, что самое время для начала построения новых планов.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Планетӑсем приоритетсене палӑртма сӗнеҫҫӗ: хӑш тӗллевӗ сирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех.

Планеты советует расставить приоритеты, определив, какие цели для вас наиболее важны и значимы.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Палӑртма кӑмӑллӑ, вӗсем регионта 6-мӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ, выльӑх йышӗпе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Палӑртма кӑмӑллӑ, кооператива патшалӑх енчен те чылай тӗрев куҫнӑ, федераци тата республика хыснисенчен субсиди мелӗпе 18,2 млн тенкӗ куҫарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Палӑртма кӑмӑллӑ: хастар тимлекенсен йышӗнче Вӑрнарти уйрӑма та асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Палӑртма кӑмӑллӑ, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ хӑйне евӗр паллӑ пулӑм, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ, ҫак мероприяти пурсӑмӑрӑн та асӗнче ӗмӗрлӗх юлассине пӗлсех тӑратпӑр, вӑл паллӑ куна халалласа иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Андриян Григорьевич Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑранпа 60 ҫул ҫитнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Пӗтӗмлетӳ тума, ҫӗнӗ тӗллевсене палӑртма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех