Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртма (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ӑна тем пулсан та палӑртма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сучкине халӑх умӗнче палӑртма вӑтанман пулсан, хӑйне хӑй ӳлкелетӗр!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырсарникуна шавлӑ мероприятие каймашкӑн палӑртма пултаратӑр.

На воскресенье вполне можно запланировать многолюдное и шумное мероприятие.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗҫленӗ ӗҫсене тишкерме, ҫӗннисене палӑртма лайӑх вӑхӑт.

Отличное время провести анализ законченных дел, планирования, новых задумок.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паллах, хӑш муниципалитетсен халӑхӗ ырӑрах пулнине укҫа виҫине кура палӑртма хӗн, ҫапах ачасене пулӑшас ӗҫе мӗнле йӗркеленине курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Фарӑсене сӳнтернине пула трактор ӑстарах ларнине тӗп-тӗрӗс палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

«Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче строительсенчен тӑрса юлнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ чухне, — пулса иртнине тӗплӗнрех палӑртма тӑрӑшса-ши е кӑмӑлӗ питех маррипе-ши, — васкамасӑр ҫырчӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку контекста илес пулсан Люсечиль коммунинче Коммунистсен партийӗ чи вӑйлӑ позицисем йышӑннине палӑртма пулать.

В этом контексте можно отметить, что Коммунистическая партия имеет самые сильные позиции в Люсечильской коммуне.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Ялтан халӑх кӗпӗрленсе тухрӗ, туй юрри юрласа пӗве хӗррине — ҫамрӑксен туйне — килеҫҫӗ, шывпа ҫӗр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине палӑртма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Янтул шӑллӗ апла! — чӑнах савӑннине тата хытӑрах палӑртма пуҫларӗ хула ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫавӑн пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ, унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн шкулта тӑрӑшнӑ учитель-ветерансен ячӗсене те палӑртма тӑрӑшнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Осиекри ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсем хушшинче Штроссмайер ячӗллӗ университета (1975 ҫулта никӗсленӗ), Наци театрне, ҫӗршыври чи пысӑк аквариумлӑ Зоопарка, Славонин авалхи музейне (1877 ҫулта никӗсленӗ), Археологи музейне палӑртма пулать.

Среди научных и культурных учреждений Осиека можно отметить Университет имени Штроссмайера (основан в 1975 году), Национальный театр, крупнейший в стране Зоопарк с аквариумом, старинный музей Славонии (основан в 1877 году), Археологический музей.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Раҫҫейри футбол таврашӗнчи халӑх пултарулӑхӗнче «Марибор» сӑмах пайӑр мар ят пулса тӑнӑ, унпа нацин пӗрлешӳллӗ командин ӑнӑҫсӑр матчӗсене палӑртма усӑ курнӑ.

В российском околофутбольном фольклоре слово «Марибор» стало нарицательным, обозначая неудачные матчи национальной сборной.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Палӑртма пулать, паллах.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эс техникӑна пит лайӑх пӗлен, тен, вӗсене, ҫав хумсене те, тупса палӑртма пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн район та ку программӑран аякра юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Музыка училищинче ӗҫлеме Экснер чӗннӗ ҫынсен шутӗнче А. Т. Зубановпа Леопольд Рудольфа, Ярослав Гаекпа В. В. Зайц сӗрме купӑсҫӑсене, И.А. Розенберг, Эмиль Гаек, М.П. Домбравский пианистсене палӑртма пулать.

Среди приглашённых Экснером для работы в училище музыкантов можно отметить А. Т. Зубанова и Леопольда Рудольфа, скрипачей Ярослава Гаека и В. В. Зайца, пианистов И. А. Розенберга, Эмиля Гаека, М. П. Домбравского.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Ҫав вӑхӑтра сӑнӳкерчӗксене пула 29 пациентӑн шыҫӑ чирӗ пирки иккӗленнине палӑртма май килнӗ, вӗсене малалла тӗрӗсленме янӑ.

За это время благодаря снимкам удалось выявить подозрения на онкозаболевания у 29 пациентов, их направили на дальнейшие обследования.

Пушкӑртри Чишма больницинче ҫӗнӗ флюорографпа 15 пине яхӑн ҫынна тишкернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3458263

Эп пултаратӑп-им? — кӑшкӑрсах илчӗ Лена, хӑйӗн сассипе вӑл мӗн тери кӳреннине пӗтӗмпех палӑртма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нейросеть меслечӗпе мӗнпур информацине ҫийӗнчех уҫӑмлатма, халӑха хумхантаракан ыйтусене палӑртма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

130 минут пулнӑ тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/15/130- ... h-oleg-nik

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех