Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашнӑччӗ (тĕпĕ: паллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта, акӑ, дуэльте вилнӗ Гинерпа ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑччӗ; качча кайма хатӗрленекен йӑмӑкӗ валли ав ҫав лавккара ӗнчӗ туяннӑччӗ; ҫак ҫуртра Риверссемпе паллашнӑччӗ, леререх чикан хӗрӗпе, кайран автомобильпе кӑнтӑрти тинӗс хӗррине пӗрле кайнӑскерпе, юратулла вылянӑччӗ.

Здесь он расстался с Гинером, убитым на дуэли, в том магазине покупал жемчуг для невесты-сестры; в этом доме познакомился с Риверсами, там флиртовал с цыганкой, увезенной затем на автомобиле к южному морю.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Мари Элта ҫуралса ӳснӗ Юрий Кручининпа ҫак йӗркесен авторӗ вӑл Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйра ӗҫленӗ чухне паллашнӑччӗ.

С Юрием Кручининым, уроженцем Мари Эл, автор этих строк познакомился когда он работал в Уполномоченным по правам человека Чувашии.

Юрий Кручинин адвокат пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30852.html

Ҫавӑнта паллашнӑччӗ вӑл Мишӑпа.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Шевчук унпа взрывччен нумай малтан паллашнӑччӗ.

С ним задолго до взрыва познакомился Шевчук.

Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эпир санпа Кумӑра Сулла ҫуртӗнче паллашнӑччӗ

Мы познакомились с тобой на куманской вилле Суллы…

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чӑнах та, ҫитсен тепӗр эрнерен вӗсем поляксен икӗ ҫемйипе паллашнӑччӗ, — пӗри вӗсенчен Силезиренччӗ, тепри — Познаньренччӗ, — анчах вӗсем хӑйсем те выҫса вилетчӗҫ.

Неделю спустя после приезда они, правда, познакомились с двумя польскими семьями: одной из Силезии, другой — из Познани, но те и сами умирали с голоду.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

— Тин ҫеҫ паллашнӑччӗ, уйрӑлмалла та пулчӗ.

— Только познакомились, а уже надо разлучаться.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Унта вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Фимӑпа паллашнӑччӗ.

Там он познакомился с рыжей Фимой.

Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Саша унпа ҫуллах, лешӗ хӑйсен Песковатскинчи пӗлӗшӗсем патне пырсан, паллашнӑччӗ.

С ним Саша подружился летом, когда тот приезжал к своим родственникам в Песковатское.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпир сирӗнпе… паркра паллашнӑччӗ пулас.

Ибо я уже имел честь с вами познакомиться в парке.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Петербургра пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ ӑнсӑртран Зверков г-па паллашнӑччӗ.

Во время моего пребывания в Петербурге я случайным образом познакомился с г-м Зверковым.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Ҫак минутсенче Озеров майор Руденкӑна тӗл пулчӗ, унпа вӑл виҫӗмкун, леш хӑй полкне Бородин дивизине илсе килсен, паллашнӑччӗ.

В эти минуты Озеров встретил гвардии майора Руденко, с которым он познакомился позавчера, когда тот привел свой батальон на участок дивизии Бородина.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеровецсем хӑшпӗр танкистсемпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫурах паллашнӑччӗ, ыттисемпе — юлашки кунсенче; пехотинецсемпе танкистсем тусланса кайнӑ.

С некоторыми танкистами озеровцы познакомились еще в бою 7 ноября, с другими — в последние дни; между пехотинцами и танкистами уже завязалась боевая дружба.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Епле пӗлес мар-ха, хӑй вӑхӑтӗнче эпир унпала лайӑхах паллашнӑччӗ, тен, татах та тӗл пулӑпӑр-ха. Мана вӑл тӳрех палласа илмелле!

Як же, колысь булы добре знакомы, та, мабуть, ще побачимось. Вин мене зразу взнае!

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак хӑватлӑ хӗрарӑмпа пилӗк ҫул каялла паллашнӑччӗ.

С этой могущественной женщиной познакомился пять лет назад.

Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater

Эпӗ унпа ҫапӑҫура отрядра паллашнӑччӗ

Я познакомился с ним в действующем отряде.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑваш студенчӗсемпе эпӗ Хусанта вӗреннӗ чухне, ҫар кафедри енӗпе салтак лагерьне кайсан паллашнӑччӗ.

С чувашскими студентами я познакомился во время учёбы в Казани, когда по линии военной кафедры был в воинском лагере.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Эпир Валерианпа Пуянкассине командировкӑна килсен паллашнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пӗррехинче эпӗ пӗр йӗкӗтпе паллашнӑччӗ.

Однажды я познакомилась с одним парнем.

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех