Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллаймӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилешкасси ялӗнчи пӗр ҫын та паллаймӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ку тумтире тӑхӑнсан сана никам та паллаймӗ, ҫӗрлехи тӗттӗмре эсӗ тӑшман куҫӗнчен ҫухалӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Отпуска килтӗм! — кӑшкӑрчӗ Телегин, килте ют ҫын пулӗ те, сасӑран тӳрех паллаймӗ тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Капла сана кӑнтӑрла та никам паллаймӗ», — тет Джим.

Джим сказал, что теперь меня вряд ли кто узнает даже днем.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӑна часах акӑ тӑван амӑшӗ те паллаймӗ.

Его скоро и родная мать не узнает.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл Штольц хӑварнӑ кӗнекесене мӗнле «ӑна вулама хушасси» ҫинчен, ӑна кашни кунах хаҫатсем вулаттарса ҫӗнӗ хыпарсем калаттарасси ҫинчен, яла ҫырусем ҫыртарасси ҫинчен, имение урӑхлатмалли плана туса пӗтерттересси ҫинчен, ют патшалӑха кайма хатӗрлеттересси ҫинчен ӗмӗтленчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл Ольга умӗнче тӗлӗреймӗ; Ольга ӑна тӗллев кӑтартӗ, вӑл мӗне юратма пӑрахнине пурне те каллех юраттарӗ, Штольц, таврӑнсан, Обломова паллаймӗ те.

Она мечтала, как «прикажет ему прочесть книги», которые оставил Штольц, потом читать каждый день газеты и рассказывать ей новости, писать в деревню письма, дописывать план устройства имения, приготовиться ехать за границу, — словом, он не задремлет у нее; она укажет ему цель, заставит полюбить опять все, что он разлюбил, и Штольц не узнает его, воротясь.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хунарсене ҫутмӗҫ те вӑл та мана паллаймӗ…»

Фонари не зажгутся, и она меня не узнает…»

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех