Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайӗсене (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Касса кӑларнӑ типҫӗр пайӗсене сӑрлӑ хут листи ҫине хурса, вӗсенӗ карандашпа йӗрлесе тухӑр та касса кӑларӑр.

Разложите вырезанные части света на лист цветной бумаги, обведите их карандашом и вырежьте.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна тума ҫакӑн пек майлаштарӑр: Полушари карттисем ҫине витӗр курӑнакан хут хурӑр та унта ӳкернӗ типҫӗр пайӗсене йӗрлесе тухӑр.

Сделайте это следующим образом: наложите лист прозрачной бумаги на карту полушарий и перечертите нарисованные на ней части света.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Типҫӗр пайӗсене хутран касса тӑвӑр.

1. Вырежьте из бумаги части света.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗнче пайӗсене тупӑр.

Найдите части света.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Эрех-сӑра пуҫ мимине лайӑх енчен те япӑх енчен те витӗм кӳнине эпир пит аван пӗлетпӗр. Ҫак пулӑмсене хӑш рецепторсем хутшӑнни те пире паллӑ. Эсир пуҫ миминчи кирлӗ пайӗсене ҫеҫ витӗм кӳрсен япӑх эффектсем пулмӗҫ», — каласа панӑ Дэвид Натт доктор.

«Мы знаем, где в мозге алкоголь оказывает свои хорошие и плохие эффекты, и какие именно рецепторы в этом участвуют. Вы можете воздействовать на те части мозга, на которые хотите», — рассказал доктор Дэвид Натт.

Ӑсчахсем мухмӑрпа асаплантарман шӗвек шутласа кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35976.html

Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл ӗлӗкхи ҫынсен тумтирӗсене шухӑшласа кӑлармасӑр, ӗлӗкхи пайӗсене упраса хӑварса тӗплӗн тӑвать.

В своих работах он детально воссоздает одежду предков, ничего не придумывая и сохраняя детали прошлого.

Артур Батыршин "Башҡорт аты" фестивале ҫӗнӗрен тунӑ ӗлӗкхи тумтирсем илсе килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3387540

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йыш татах чакнӑ — пӗтӗмпе те 50 ҫын пуҫтарӑннӑ, полицин территори пайӗсене 32 ҫынна илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ҫавӑн пек ӑш-чик пайӗсене те тишкерме илсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

…Симфони юлашки пайӗсене Аня вӗҫне ҫитиех темӗнле хӑй те ӑнланмасӑр, йӑвашланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ивановӗ либреттине ҫырса хатӗрленӗ те пулнӑ, Павловӗ пулас оперӑн уйрӑм пайӗсене ҫырса хума ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Ай, ман аппарат мӗн ҫатӑртатать вара? — терӗ те аппарат патне кайса юриех хӑш-пӗр пайӗсене тыткаласа пӑхма тытӑнчӗ, урӑх вӑл каччӑ патне ҫывхармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Территори пайӗсене ертсе пыракансен йышӗ те кӑҫал ҫӗнӗ ҫынсемпе пуянланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

— Эсӗ мӗншӗн-ха сифон пайӗсене тӑвасшӑн мар? — ыйтрӗ вӑл.

— Ты почему не хочешь обрабатывать сифонные головки? — спрашивал он.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑҫал та ку программа калӑпӑшӗпе пӗчӗкех пулмӗ - 52 больница ҫуртне тата вӗсен ял ҫӗрӗнчи тытӑмлӑ пайӗсене юсама палӑртнӑ…»

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Н. Раськин тӗп доклад туса панӑ хыҫҫӑн ҫынсем тӗрлӗрен ыйту хускатрӗҫ: пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнса хӗллехи вӑхӑтра шыв илес йывӑрлӑх, ҫӗр арендишӗн пурте укҫа тӳлеменни, ҫӗр пайӗсене уйӑрнӑ (межевани тунӑ) чухне ӗҫе кирлӗ пек йӗркелеменни, урамсенчи ҫутӑ ҫукки, вӑл час-часах сӳнсе ларни, хуҫасӑр йытӑсем тата ытти те…

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Унтан пӗтӗм пайӗсене тӗрӗслесе тухатӑп, пушаннисене хытаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Тригорьев пӑшалӗн пайӗсене сӳтсе тӑрӑшсах тасатрӗ те кашни пайне каялла хӑй вырӑнне вырнаҫтарчӗ.

Григорьев разобрал и до блеска начистил все части ружья, собрал, проверил затвор.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темиҫе салтак, пирӗн патран тарса ҫапӑҫакан ҫар пайӗсене хутшӑнасшӑн пулна-мӗн те, вӗсене юланутпа хӑваласа ҫитсе каялла тавӑрчӗҫ, сивӗ путвала хупса виҫӗ кун хӑр выҫӑ усрарӗҫ.

Когда же несколько солдат попытались сбежать из колонны в сражающуюся часть армии, их по приказу фельдфебеля догнали верховые и упекли в холодный подвал, продержав там без еды трое суток.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ятман, туйине тайӑнтарса, машина патне пӗшкӗнчӗ, пур пайӗсене те тӗрӗслесе тухрӗ, унтан барабан патне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрлӗ ӗҫкӗ-юрӑ пайӗсене, йӑлӑмра яш-кӗрӗм утӑ ҫулнӑ сценӑсене Амбарцумян кино-оператор артистсемсӗрех ӳкерсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех