Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

офицерсемпе (тĕпĕ: офицер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маска тӑхӑннӑ офицерсемпе ҫывӑхра тӑракан казаксем вӗткеленсе ӳкрӗҫ, Подтелковӑн вӑйсӑрланнӑ йывӑр кӗлеткине, мекеҫленкелесе, аран-аран пукан ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Офицеры в масках и ближние казаки затомашились, с трудом подняли на табурет обессилевшее тяжелое тело.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах полк кунти мӗнпур офицерсемпе пӗрле, тӗпрен илсен, тӗрӗс-тӗкеллӗн пырса ҫитет.

Но, несмотря на это, он прибыл почти в полном составе, при всех офицерах.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсемпе юнкерсем ҫеҫ мар, темле казаксем те, шукӑль тумланнӑ хӗрарӑмсем те, вӗренекенсем те делегатсене киревсӗррӗн питлесе пычӗҫ.

Бесчинствовали, оскорбляя делегатов, не только офицеры и юнкера, но и какие-то казаки, и прилично одетые женщины, и учащиеся.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурҫӗрте, Хопер округӗнче, офицерсемпе партизансене пухса, «Стенька Разин отрячӗ» текен отряд тӑваҫҫӗ.

На севере, в Хоперском округе, сколачивался из офицеров и партизан так называемый «отряд Стеньки Разина».

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫывӑх вӑхӑтра татса памалли чи кирлӗ задачӑсене пурнӑҫлама офицерсемпе партизансен отрячӗсене ҫеҫ хутшӑнтарать-ха; кунран кун хавшаса та пӑнтӑхса пыракан хевтесӗр ҫар влаҫӗ пӗртен пӗр ҫавсем ҫине ҫеҫ шанчӑк хума пултарнӑ.

Но для актуальных, требовавших скорейшего разрешения задач употреблял лишь офицерско-партизанские отряды; на них только могла опереться изо дня в день ветшавшая, немощная войсковая власть.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

5. Могилев хулинче тата ун ҫывӑхӗнчи пӗр-пӗр пунктра ҫак района пухӑнакан офицерсемпе волонтерсем валли винтовкӑсем, патронсем, пулеметсем, автоматла хӗҫ-пӑшалсем, гранатӑсем запас тытмалла, вӗсене шанчӑклӑ хурал аллине памалла.

5. Сосредоточение в Могилеве и в одном из ближайших к нему пунктов, под надежной охраной, запаса винтовок, патронов, пулеметов, автоматических ружей и ручных гранат для раздачи их офицерам и волонтерам, которые обязательно будут собираться в указанном районе.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӳлӗне-пӳлӗне, сӑнӗпе вилес пек кӑвакарса кайса, кӑвак Донӑн чысӗпе мухтавӗ ҫинчен, казаксен историллӗ миссийӗ ҫинчен, офицерсемпе казаксем ҫапӑҫу хирӗсенче пайтах пӗрле юн юхтарни ҫинчен калаҫрӗ.

О славе и чести седого Дона, об исторической миссии казачества, о совместно пролитой офицерами и казаками крови говорил он, задыхаясь, мертвенно бледнея.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунхинех Листницкий, хӑйӗн сотнинчи тата урӑх сотньӑсенчи офицерсемпе калаҫса ларнӑ чух, ыйтӑва ҫивӗччӗн те тӳррӗн лартрӗ: кам кампа?

В этот же день вечером Листницкий в разговоре с офицерами своей сотни и других сотен остро и прямо поставил вопрос: с кем они идут?

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл сотньӑри кӗҫӗн офицерсемпе хӑйне ҫывӑхрах казаксенчен ҫав ҫӗнӗ хыпара ытти казаксем мӗнле кӗтсе илнине пӗлесшӗн пулчӗ.

Он через младших офицеров сотен и близких к нему казаков пытался узнать, как относятся к этому казаки.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темле майпа тата пасарта спирт сутма тытӑннӑ та, офицерсемпе пӗчӗкрех чинсем ҫав кунсенче пӗрех май ӳсӗр ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ.

На базаре откуда-то появился в продаже спирт, и уже не в диковинку было видеть в те дни пьяных нижних чинов и офицеров.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня командирӗ казаксене чарӑнса тӑма хушрӗ те взводнӑй офицерсемпе пӗрле хайхи салтак патне пычӗ.

Командир сотни остановил казаков и со взводными офицерами подошел к солдату.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полкри офицерсемпе калаҫса ларнӑ чух хорунжи Бунчук паян (унта мансӑр пуҫне пиллӗкмӗш сотня есаулӗ Калмыков, сотник Чубов, виҫҫӗмӗш сотня подъесаулӗ Меркулов пулчӗҫ) хӑйӗн политикӑлла тӗллевӗсемпе пӗр килекен задачӑсене пурнӑҫласа тӑни ҫинчен каласа пачӗ.

Хорунжий Бунчук в сегодняшней беседе с офицерами нашего полка (присутствовали, помимо меня, пятой сотни есаул Калмыков, сотник Чубов, третьей сотни подъесаул Меркулов) разъяснил те задачи, которые выполняет он согласно своим политическим убеждениям.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий темиҫе кун хушшинчех полкри офицерсемпе пуринпе те паллашса, юлташланса ҫитрӗ.

Листницкий за несколько дней сжился с офицерским составом полка.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кайса паллашӑр, сотник, офицерсемпе, эпӗ, тӳррипе каласан, виҫӗ ҫӗр ҫывӑрман.

— Подите, сотник, познакомьтесь с офицерами, я, знаете ли, не спал три ночи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑматкун полк командирӗ Греков хӑйӗн полкне пӑхса тухрӗ те господа офицерсемпе казаксене смотра тимлӗн хатӗрленнӗшӗн тата пурте маттур сӑн-сӑпатлишӗн тав туса хӑварчӗ.

В субботу командир полка полковник Греков смотрел полк и благодарил господ офицеров и казаков за ретивую подготовку и бравый вид.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрӑ пуҫлакан шӑпах иккӗмӗш куплета пӗтернӗ самантра Озеровпа Брянцев ҫитсе кӗчӗҫ, — вӗсем кунӗпех пӗрле пулнӑ: комиссар полк вырнаҫнӑ кашни пӳртрех, кашни блиндажрах пулса, офицерсемпе тата салтаксемпе паллашнӑ.

В тот момент, когда запевала заканчивал второй куплет, в избу вошли Озеров и Брянцев, — весь день они были вместе: комиссар знакомился с офицерами и солдатами полка, делая обход всех занятых полком домов и блиндажей.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хальхи вӑхӑтра эп аслӑ офицерсемпе, генералсемпе ҫывӑх туслашрӑм.

В настоящее время я подружился со старшими офицерами, генералами.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Ку ӗҫ станцире ҫав вӑхӑтра пулнӑ нумай йышлӑ офицерсемпе салтаксен умӗнче тенӗ пекех пулса иртнӗ.

Это случилось почти на виду у большого количества находившихся на станции офицеров и солдат.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Сирӗннисем чӗртнӗ пулсан, казаксемпе чеченецсем сирӗн пата сывалма ҫӳренӗ пулӗччӗҫ, кунта ак сирӗн офицерсемпе полковникӑрсем хӑйсем тухтӑрсене ту хушшинчен чӗнтерсе пыраҫҫӗ.

Да кабы ваши лечили, так казаки и чеченцы к вам бы лечиться ездили, а то ваши офицеры да полковники из гор дохтуров выписывают.

XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Сирӗн кунти офицерсемпе ҫывӑх пулас килменнине эпӗ ӑнланатӑп.

Я понимаю, что вам не хочется сближаться с здешними офицерами.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех