Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

органӗсемпе (тĕпĕ: орган) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ министерстви умне Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, социаллӑ службӑсемпе, общество организацийӗсемпе, Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа пӗрле пур пек фактсене тишкерсе тухма тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хушшинчи криминогенлӑ лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштармалли пайӑр ӗҫсен планне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу перед Министерством образования совместно с Министерством внутренних дел по Чувашской Республике, органами местного самоуправления, социальными службами, общественными организациями, Уполномоченным по правам ребенка проанализировать имеющиеся факты и разработать план конкретных действий для улучшения криминогенной ситуации в подростковой среде.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Республикин Правительстви вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе тухӑҫлӑн тата тачӑ хутшӑнса ӗҫленине пула Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче инфратытӑма аталантармалли, социаллӑ лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирӗн обществӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, унӑн интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, власть органӗсемпе граждансем хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва тивӗҫтереҫҫӗ.

Средства массовой информации являются неотъемлемой частью жизни нашего общества, стоят на страже его интересов, эффективно осуществляют связь между органами власти и гражданами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907

Чӑваш Республикинче саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан власть органӗсем саккунлӑха – патшалӑхӑн тӗп принципӗсенчен пӗрне – тивӗҫтерес енӗпе прокуратура органӗсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

В Чувашской Республике налажено эффективное взаимодействие органов законодательной и исполнительной власти с органами прокуратуры в обеспечении законности - основы жизнедеятельности правового государства.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759

Паян опека тата попечительлӗх органӗсемпе, юристсемпе, педагогсемпе, психологсемпе калаҫма май пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Ҫав тытӑма субъектсен экологийӗнче, социо- тата технохутлӑхӗнче пулса иртни, ҫавӑн пекех тӗрӗслев органӗсемпе компетентлӑ специалистсем тавралӑх лару-тӑрӑвне еплерех хаклани ҫинчен информаци кӗртсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ _ район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти самоуправлени органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллов иртнӗ ҫулхи марафон ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май хальхи вӑхӑтра районта мӗнле пынипе те паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Юлашки ҫулсенче эсир ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, предприятисемпе, общество организацийӗсемпе тата тӗн конфессийӗсемпе тачӑрах та тухӑҫлӑрах хутшӑнса ӗҫлетӗр.

В последние годы вы все более результативно сотрудничаете с органами исполнительной власти, органами местного самоуправления, предприятиями, общественными организациями и религиозными конфессиями.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Право сыхлавӗн ытти тытӑмӗсемпе, власть органӗсемпе тата гражданла обществӑпа тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула регионта наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру палӑрмаллах лайӑхланчӗ, «ҫивӗччинчен» «вӑтамми» таран улшӑнчӗ.

Благодаря эффективному взаимодействию с другими правоохранительными структурами, органами власти и гражданским обществом наркообстановка в регионе улучшилась, изменившись с «напряженной» на «удовлетворительную».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Ҫавӑнпа та пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи лару-тӑрӑва тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмалла, ӑна мӗнле калас, «алӑпа ӗҫлеттермелли майпа» йӗркелесе пымалла тата кирлӗ пулсан право сыхлавӗн органӗсемпе пӗрле витӗмлӗ мерӑсем йышӑнмалла.

Поэтому ситуацию в сфере ЖКХ нужно постоянно держать на контроле, регулировать, что называется, в «ручном режиме» и при необходимости принимать действенные меры совместно с правоохранительными органами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Влаҫ органӗсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрле вӑй хурса ӗҫленине пула тӳрӗ мар кӑмӑллӑ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗн уҫҫӑнлӑхне тивӗҫтерес темен управляющи компанисен шучӗ палӑрмаллах чакрӗ.

Благодаря совместным усилиям органов власти и жителей многоквартирных домов значительно уменьшилось количество недобросовестных управляющих компаний, не обеспечивающих прозрачность своей деятельности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн тивӗҫлӗ органӗсемпе пӗрле монохуласене аталантаракан фонд укҫи-тенки шутӗнчен пирӗн ытти хуласем валли те пулӑшу илме хушма заявкӑсем тӑратассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Поручаю Кабинету Министров Чувашской Республики совместно с соответствующими органами местного самоуправления обеспечить представление дополнительных заявок и других наших городов на получение поддержки за счет средств Фонда развития моногородов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех