Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ун патне, Кремле, пысӑк нушапа килнӗ: Петроград выҫӑпа вилес патне ҫитнӗ.Они приехали к нему в Кремль по крайней нужде: Петроград умирал от голода.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пур ҫӗрте те — ҫунакан кӑвайт куписем, унта та кунта пӗрле пухӑнса ларнӑ шавлӑ ушкӑнсем курӑннӑ, пур енчен те котелоксем чӑнкӑртатни, лашасем кӗҫенни илтӗннӗ; вагонсем таврашне портянкӑсемпе кӗпе-йӗмсем ҫакса тултарнӑ, вагонсем айӗнче нушапа ларнӑ ҫынсен ӳчӗсем шуралса тӑни курӑннӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫемье ӳссех пынӑ, ҫемьепе пӗрле нушапа терчӗ те ӳснӗ.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх ДКХР ертӳҫи Ким Чен Ын ҫӗршыври хальхи лару-тӑрӑва вӑрҫӑри нушапа танлаштарнӑ.Ранее сообщалось, что лидер КНДР Ким Чен Ын сравнил нынешнюю ситуацию в стране с тяготами войны.
Ҫурҫӗр Корейӑра выҫлӑхпа кӗрешме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29318.html
Эсӗ, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра ӳссе ҫитӗнтӗн, эсӗ нушапа терт, хуйхӑпа хурлӑх мӗн иккенне курман.Ты рос в счастливое и солнечное время, тебе незнакомы нужда и лишения, горе и скорбь.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫав тери пысӑк нушапа пусмӑрлӑхран, хӗсӗрленинчен тарса, хресченсем вӑрӑ-хурах шайкисене пиншерӗн кайнӑ.Спасаясь от нужды, жестокости и притеснений, крестьяне тысячами уходили в разбойничьи шайки.
2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Ачан пурнӑҫӗ нушапа хурлӑх айӗнче иртес пулсан, вӑл хӑй пирки ытлашши асапланмасӑр, ҫав асаплӑхӑн тулашри сӑлтавӗсем пирки ытларах шухӑшлӗччӗ-и тен.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ватӑлӑхра хӑйсене валли ӑшӑ кӗтес тупса — килӗ-ҫурчӗ хӑйсен мар пулин те, вӑхӑтлӑха кунта вӗсем хӑйсем хуҫа ӗнтӗ, — икӗ ватӑ лӑпкӑ та сӑпайлӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ, ӗлӗк «ютра» чухне тӳсме тӳр килнӗ нушапа йывӑрлӑхсемшӗн халӗ ҫак тӳлек шӑплӑх килчӗ пуль тенӗ вӗсем.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Урам хушшинче канма саксем, нушапа кӗрсе тухма туалетсем, автобус кӗтекенсем валли чарӑну павильонӗсем туса парасси, урам хушшинчи юпасем ҫине хунарсем ҫакасси вак ыйтусем кӑна шутланаҫҫӗ пулӗ, апла пулин те ҫак вак ыйтусем пурте ҫынсен пурнӑҫ хӑтлӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑскерсем вӗт-ха.
«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17
Вӑл юрӑра кӳреннипе, хурлӑхлӑ шухӑшпа таҫта тӗксӗм сукмаксем тӑрӑх пӗр-пӗччен аташса ҫӳрекен чун кичеммӗн тунсӑхлани, нушапа аптраса ҫитнӗ, хӑраса ӑнран тухнӑ темле ӑҫтиҫук чун йынӑшни илтӗнмест.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӑвансемпе тата кӳршисемпе сывпуллашса, хӑй телейне шырама, ӗҫлемен хаяр нушапа кӗрешме, ют вырӑнта, ют кӑмакара пӗҫернӗ йӳҫӗ ҫӑкӑра ҫиме тӑнккаканнисенчен вӑл пӗрремӗш е юлашки пулман.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакӑн чухлӗ нушапа хӑрушлӑхсене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, юлашкинчен, «Дункан» пӗр пӗчӗк бухтӑна кӗрсе канлӗ вырӑн тупрӗ.После стольких невзгод и опасностей «Дункан», наконец, нашёл спокойный приют в бухточке.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эй, Ҫеруш, эсӗ мӗн ачаран нушапа терт, хуйхӑ-суйхӑ ытамӗнче ӳснӗ, темле йывӑр пулсан та аннӳне пӑрахман.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кулленхи нушапа кӗрешсе иртнӗ вӑл савӑнӑҫ курман, телей пылне астивсе пӑхман — мӗншӗн вӑл вилӗмне, ирӗклӗхне, лӑпкӑлӑхне савӑнӑҫлӑн кӗтсе ан илтӗр темелле.
XXII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Унсӑрӑн мӗншӗн вӗсем картана хупнӑ хурӑм, шав пӗр ҫӗрте, пӗр нушапа тӗпӗртетеҫҫӗ.Иначе почему все толпятся на одном месте, словно их туда загнали?
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Командировкӑсенче пулнӑ чухне вӑл нумай хуҫалӑхсен нушине те, вӗсем пӗтӗмпех юхӑнса кайнине те курнӑ, анчах вӑл хӑй ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем майлӑ пымаҫҫӗ вӗт тесе иккӗленме пуҫласан кашнинчех сирсе ывӑтма ҫук сӑлтавсем тупнӑ — вӑрҫӑ пулнӑ, унта мӗн чухлӗ ҫын пӗтнине те пӗлес ҫук, хуласемпе заводсене нимӗн юлмиччен аркатнӑ, ҫавӑнпа пирӗн вӑхӑтлӑха ҫак нушапа та, мӗн пур ҫитменлӗхсемпе те ирӗксӗрех килӗшме тивет, тенӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем е ҫул ҫинче вилнӗ, е пит нушапа тарӑхнипе, хӑйсен чирлӗ ачисене пӗр- пӗччен пӑраха-пӑраха хӑварса малалла кайнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Хӗрлӗармеецсем, казаксем мӗн нушапа ҫапла хӑтланнине пӗлсе ҫитсен, вӗсен разъезчӗсем ҫывӑхнерех пырса: «Нӑрӑсемпе перетӗр… Парӑнӑр, пур-пӗр вӗлерсе пӗтеретпӗр!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Генералсем нушапа алӑ панӑ, кусем — чунӗпе.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпӗ нушапа ҫапла намӑссӑрланса кайрӑм…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.