Шырав
Шырав ĕçĕ:
нихӑшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
40. Вӑл мана каларӗ: халӗ каланине нихӑшне те тума пултарайман пек, эсӗ Манӑн сутӑма та, Эпӗ халӑхӑма пама пулнӑ юратӑвӑн чиккине те пӗлме пултараймастӑн, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28. Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29. Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30. Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31. иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32. Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсене нихӑшне те никам та нимӗнле ӗҫпе те хӗсӗрлеме, йывӑрлӑх кӳме пултараймӗ.35. Никто не будет иметь права притеснять и отягощать кого-нибудь из них ни по какому делу.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫирӗп аллине ман ҫинче тытса, мана ҫак халӑхӑн ҫулӗнчен пӑрӑнма вӗрентсе, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: 12. ҫак халӑх кавар тесе шутланине нихӑшне те кавар тесе ан калӑр; вӑл мӗнрен хӑранинчен ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла Иессей Самуил патне хӑйӗн ҫичӗ ывӑлне те ҫавӑтса пынӑ, анчах Самуил Иессее каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫаксенчен нихӑшне те суйламан, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 55. вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Израиль килӗнчен е ютран килсе Израиль ҫыннисем хушшине [вырӑнаҫнисенчен] кам та пулин пӗр-пӗр сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе хӑйӗнчен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳрет пулсассӑн, 19. вӑл ҫапла Турӑран ырӑлӑх тупас тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр ар выльӑх пулмалла, шултӑра выльӑх, сурӑх, качака пулмалла; 20. айӑплӑ выльӑха нихӑшне те [Ҫӳлхуҫана] ан парӑр: вӑл сире ырӑлӑх кӳмӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. Израиль ывӑлӗсене кала: вӑкӑр ӑшӗнчен е сурӑх ӑшӗнчен, е качака ӑшӗнчен илнӗ ҫӑва нихӑшне те ан ҫийӗр.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.