Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнех (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тайга ҫинчен те нимӗнех те пӗлместӗн эсӗ, — пурттине пӗрене пуҫне тӑрӑнтарчӗ те Ҫимун, тапак туртмалли вырӑна кайса, чӗлӗмне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнмаҫҫӗ-ши-ха тесе, пурне те пӗлме юратакан хӗрарӑмсем вӑрттӑн-карттӑн сӑнама пуҫларӗҫ, анчах халлӗхе нимӗнех те сисӗнмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килте нимӗнех те ҫуккине пӗлет-ҫке-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Нимӗнех те пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«П» саспаллирен «Т» саспалли туса хуни нимӗнех те мар ӗнтӗ, пичечӗ пур…

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Темле тачанка ҫине шаларах лартсан та нимӗнех те тухас ҫук пулӗ халӗ пирӗнтен.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗ хваттерте нимӗнех те ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нимӗнех те пулман.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пилӗк ҫул та иртрӗ ӗнтӗ, эп ҫавах тӑван литературӑшӑн нимӗнех те тӑваймарӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тек нимӗнех те калаҫмарӗҫ вӗсем, сывпуллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ун ҫинчен эпӗ халӗ, кӗнекере каланисӗр пуҫне, нимӗнех хушса калаймӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нимӗнех те каламарӗҫ вӗсем, сӑмах та чӗнмерӗҫ, ҫапах та Сима ӑнланчӗ: ытлашши вӑл кунта паян, ӑна Тамара патне паян тем тесен те кӗртмеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Аванмарланнӑ Сима нимӗнех те чӗнеймерӗ, хӑй айӑпне те йышӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Малтанхи мастера, пенсие кайиччен юлашки уйӑхсем ӗҫлекенскере, станоксем чарӑнса тӑни питех пӑшӑрхантармастчӗ пулмалла, нимӗнех те шарламастчӗ вӑл, пӗр чӗнмесӗр-тумасӑр уткаласа ҫӳретчӗ-ҫӳретчӗ те слесарьсем пырсан лӑпланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавах та хӑйсем нимӗнех те шарламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нимӗнех те пулман-ха, тем пуҫ ыратнӑ пек те.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ӗнтӗ нимӗнех те тумалла мар.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ни эпӗ ун ҫинчен, ни вӑл та ман ҫинчен нимӗнех те пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Кунсӑр пуҫне ачасем Володя пирки малтанлӑха нимӗнех те пӗлмерӗҫ.

Это было все, что поначалу о нем знали ребята.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех