Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

наганне (тĕпĕ: наган) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Подтелков кобурӑллӑ наганне пуринчен малтан вӗҫертсе пачӗ; пӑшалне тыттарнӑ май, уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатрӗ:

Подтелков первый отцепил наган с кобурою; передавая оружие, сказал невнятно:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук вӑртах ҫаврӑнчӗ те, аллинче пӑчӑртаса тытнӑ наганне сулкаласа, каялла кайрӗ.

 — Бунчук круто повернулся и, размахивая зажатым в кулаке наганом, пошел обратно.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Минаев ӑна, хыҫалтан пырса, пилӗкӗнчен тытрӗ, аллисене пӑрса, наганне тӑпӑлтарса илчӗ; тӗссӗрленсе кайнӑ куҫӗсемпе ӑна куҫран тирӗнсе пӑхса, Минаев пӳлӗнчӗклӗн хӑрӑлтатрӗ, ыйтрӗ:

Сзади его поперек схватил Минаев, — ломая, выворачивая руки, отнял наган; заглядывая в глаза померкшими глазами, задыхаясь, спросил:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ун чухне, наганне тасатса, пӑшал ҫӑвӗ сӗрсе аппаланатчӗ.

Григорий чистил и смазывал ружейным маслом наган.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук чи малтан унта пычӗ те, казаксем ҫине ҫаврӑнса пӑхса, аллине шинель кӗсйине чиксе ячӗ, унтан вӗр-ҫӗнӗ те лайӑх тасатнӑ офицер наганне туртса кӑларчӗ.

Бунчук подошел первый, оглянулся на казаков и, сунув в карман шинели руку, выхватил новенький, заботливо вычищенный офицерский наган.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахӑртнех наганне вӗҫертсе илме те хӑтланса пӑхнӑ пулас — сарӑхса кайнӑ сарлака ал лаппи ҫинче этем чӗрни касса кӗнӗ шурӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, — анчах наган хурҫи алӑ ҫумне нихӑҫан уйрӑлмаслах ҫыпҫӑнса ларнӑ-тӑр — вӗҫертсе илеймен.

Наган, видимо, пытались вынуть, — желтая широкая кисть руки белела царапинами, но, знать, плотно вкипела сталь, — не расстаться.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан ларчӗ те итлерӗ, хӗвӗнчи матрос наганне хыпаласа пӑхрӗ.

Сел, прислушался, пощупал матросский наган за пазухой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хатӗрсем халь пур ӗнтӗ… — Володя хӗвӗнчен наганне кӑларчӗ те каялла чиксе хучӗ.

А оружие теперь имеется… — Он вынул из-за пазухи наган и спрятал его обратно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Асӑрхануллӑ пулма вӗреннӗ Володя чи малтан морякӑн вӑйсӑрланнӑ аллинчи наганне илсе, пӗлнӗ ҫын пек пӑхкаларӗ те ватникӗн хыҫалти кӗсйине чикрӗ.

Привыкший уже быть осторожным, Володя первым делом высвободил из ослабевшей руки моряка наган, хозяйственно осмотрел его и засунул во внутренний карман стеганки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Макар, шӗвӗр пӳрнине хутлатса, чӳрече хашакӗнчен илтӗни-илтӗнми шаккарӗ, кӑштах тӑрсан, ӗнтрӗк ҫутинче Андрей питне асӑрхарӗ, тухма чӗнсе, аллине сулчӗ те наганне кӑтартрӗ.

Макар согнутым указательным пальцем почти неслышно постучал в створку окна и, когда, выждав немного, увидел в сумеречном свете лицо Андрея, призывно махнул рукой, показал наган.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов наганне туртса кӑларчӗ те сывламасӑр, хӗсӗк куҫне кушак ҫинчен илмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн чупма пуҫларӗ.

Размётнов бежал на носках, рывком вытащил из кармана наган, сдерживая дыхание и не сводя с кошки сузившихся глаз.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Куратӑп, фельдшерпа тытӑҫса илнӗ тата эп кулнӑ хыҫҫӑн ун кӑмӑлӗ пит пӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна питӗ асӑрханса: наганне ҫапла курӑнмалла ҫакса ан ҫӳре-ха, тесе канаш патӑм.

Вижу, что он после схватки с фельдшером и после моего смеха стал сильно не в духе, осторожночко посоветовал ему, чтобы наган на виду не держал.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑхатӑп, тухать хайхи унтан: хул пуҫҫи урлӑ кобурне чикнӗ наганне ҫакса янӑ, аллинче пит шӑлли…

Гляжу, является оттуда: через плечо у него наган в кобуре и на ремне, как полагается, а в руках держит полотенце…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов пӗр васкамасӑр шӑлавар кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, курокне каҫӑртса лартрӗ.

Нагульнов неторопливо вытащил из кармана шаровар наган, взвел курок.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле вӑл, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Трубачев, Разметновӑн пӗр патронсӑр, пуш-пушӑ барабанлӑ наганне пуҫӗнчен ҫӳлерех ҫӗклесе кӑтартса…

Вот сукин-то сын! — радостно заорал Трубачев, поднимая над головой размётновский наган с порожним, без единого патрона барабаном…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмсем ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, кӗпӗрех аяккалла сирӗлчӗҫ, анчах Дымок, Ефим Трубачев тата сцена ҫине хӑпарса тӑнӑ тепӗр икӗ казак ӑна аллисенчен ярса тытрӗҫ те наганне туртса илчӗҫ.

Бабы с криком шарахнулись в стороны, но Дымок, Ефим Трубачев и еще двое проникших на сцену казаков схватили его за руки, обезоружили.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫӗ ҫинчи пӗркенчӗкне сирсе ывӑтнӑ хыҫҫӑн, Андрей, нимӗн тума пӗлми тарӑхнипе тата ыратнипе антӑхса кайса, кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ.

Освободив голову, задыхаясь от безрассудной ярости и боли, Андрей выхватил из кармана наган.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл наганне туртса кӑларчӗ те, ӑна малалла тӑсса, алӑк патнелле утрӗ.

И, выхватив наган, держа его в вытянутой руке, направился к двери.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов распискӑна хуҫлатрӗ те симӗс гимнастеркин кӑкӑр умӗнчи кӗсйине чикрӗ, наганне сӗтел ҫине ывӑтрӗ, Банника алӑк патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Нагульнов свернул и положил расписку в грудной карман защитной гимнастерки, кинул на стол наган, проводил Банника до дверей.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов пӗр-иккӗ ярса пуссах алӑк патне ҫитсе тӑчӗ, — кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, ун аврипе Баннике тӑнлавран ҫапрӗ.

Нагульнов в два прыжка очутился возле двери, — выхватив из кармана наган, ударил Банника колодкой в висок.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех