Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗлки (тĕпĕ: мӗлке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта хӑйӑрӗ сийлӗ-сийлӗ, сап-сарӑ, таса, ҫын ури мӗлки те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗҫех инҫех те мар, дебаркадер ҫывӑхӗнчи кимӗсем кӑкармалли тӗлте, куҫа ҫын мӗлки туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ик-виҫ утӑм тусанах ун куҫне сулахай енчен ҫын мӗлки туртса илчӗ — ак тамаша: унпа юнашарах Полина патнелле ӑвӑс шукли пек тӑслак Вертихвостов та тапраннӑ иккен, хӑйӗн пичӗ-куҫӗ пӗлӗтре явӑҫакан, чӑх ҫурине чӗрнипе кап! ҫаклатса илесшӗн майӑклакан хурчканни пек вичкӗн, вушар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ ача ҫине хӑр-тӑлӑх мӗлки пекки те ӳкрӗ, анчах чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ те типсех лармарӗ, чӗрӗ пурнӑҫ кӑвайчӗ те сӳнсех кӗлленмерӗ: вӗсем Ула Тимӗре ҫутӑ шанӑҫа ҫухатмасӑр малаллах талпӑнма, пурӑнма, телейшӗн кӗрешме хӗтӗртсе, иксӗлми вӑй кӳрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пахча мӗлки, эсӗ хӑвӑн ӗҫе ан ман ӗнтӗ: чӑхсене ҫак тавраша ан яр.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Хӑрах йывӑҫ ураллӑ шурӑ ҫӳҫлӗ пахча мӗлки ватӑ асамҫӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пахча мӗлки хӗрачана килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Аслӑ ҫын арӑмӗ пулма, ҫав вӑхӑтрах унӑн мӗлки хыҫне лексе ҫухалмасӑр юлма ҫав тери йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Викторӑн мӗлки тӗттӗмре часах ҫухалчӗ пулин те, Ваня юлташ ун хыҫӗнчен чылайччен пӑхса тӑчӗ.

Товарищ Ваня долго смотрел вслед Виктору, хотя силуэт его сразу растворился во мраке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Дормиторӑн тӗксӗм стени ҫине Горовиц пуҫӗн татах та тӗксӗм те пысӑк мӗлки ӳкрӗ.

На темную стену дормитора падала еще более темная огромная тень головы Горовица.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗртен пӗр чӳречерен ҫутӑ сахал кӗрет: ӑна садри вӗрене мӗлки хуплать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫурхи садӑн пысӑк пайне чиркӳн хура мӗлки хӗвелтен хупласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кай, шуйттан мӗлки!

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тимофей Михайлович мӗлки ҫаплах манран хӑпмасть, ман паталлах ҫывхарать, хӑрӑлтатакан сассипе кӑшкӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн хӑва ҫулҫисен мӗлки ӳкнипе ешӗл-симӗссӗн йӑлкӑшакан шывӗнче ҫӗршер те пиншер пулӑ хӗвӗшет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫетре хура вӑрман мӗлки палӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрле пулса ҫитерехпе Сахар пӳрчӗ умӗнче пӗр вӑрӑм та ҫинҫешке ҫын мӗлки курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Умра хура юпа мӗлки хӑрушшӑн курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ халь вӑл, нӳрӗ ҫӗрте ҫӗнӗ тымарсем янӑскер, пӗве пуҫне ҫирӗп тытса, патӑррӑн кашласа ларать, тулли пӗвере унӑн капӑр мӗлки инҫетренех илемлӗн курӑнса хӑй патне чӗнет.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пирӗн пӳрт мӗлки, вӑрӑмланса, урам леш енне каҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех