Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшӑра (тĕпĕ: мӑшӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак мӑшӑра сӳрекен Пулсан пулать хӑямат!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ, телейлӗ мӑшӑра иментерес мар тесе, тенкелрен хӑпса ҫӗклентӗм те аяккалла пӑрӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юрату ман ҫунат пултӑр мӑшӑра тупма.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ ҫамрӑк мӑшӑра чиркӳрех ҫырӑнтарасшӑнччӗ, анчах «Турӑ ҫуртӗнче» пӗркенчӗк айне тӑма, хӗрес чуптуса венчет пирӗ ҫине пусма Полина хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те татӑклӑнах хирӗҫлерӗҫ, вара пӗр-пӗрин пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑнтартасси ЗАГС-ра ҫеҫ пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ырӑ каҫ чипер мӑшӑра, — терӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл, иртсе каякан мӑшӑра курас тесе, чӳречерен пӳрт умӗнчи пахчана сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ялти чи хисеплӗ те сумлӑ мӑшӑра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, ачисемпе тӑванӗсем, ял-йыш саламланӑ, «ылтӑн» пуҫ кӑшӑлӗ ӑсталаса тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫемьере яланах чун ӑшши хуҫаланни, килекен хӑнасене, ҫынсене яланах тарават пулни, пурне те алӑ тӑсса пулӑшма тӑрӑшни мӑшӑра тата ытларах хисеплеме ҫеҫ май парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Ҫак хӳхӗм мӑшӑра Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳрекенсем пурте асӑрхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗмӗр пӗрле пурӑннӑ мӑшӑра самана ҫави икӗ пая уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче юратнӑ тӑванӗсем чӑннипех те мухтавлӑ, тава тивӗҫлӗ мӑшӑра, Анчак ӑрачӗн ҫемье никӗсне ҫирӗп тытса пыракансене 55 ҫул юратса татулӑха упранипе тата таса чунпа халӑх хушшинче ырӑ-сумлӑ ятпа пурӑннипе саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Телейлӗ мӑшӑра ҫавӑн пекех район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи А.Васильев, Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Э.Ермаков, район центрӗнчи «Звездочка» ача сачӗн заведующийӗ Р.Александрова тата районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Н.Козлова, Ершовсен ачисемпе ҫывӑх ҫыннисем ӑшшӑн саламласа парнесем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Районти ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Павлова регистраци хучӗсене ҫӗнӗрен алӑ пустарчӗ, ҫемье пурнӑҫӗнче ӑнӑҫу, телей, ӑшпиллӗх сунчӗ мӑшӑра.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ун ашшӗ те парӑма юлман — ҫӗнӗ мӑшӑра Чикме хулинче ҫурт илсе панӑ.

Отец Панкратий не поскупился для зятя и дочери — купил молодым дом в Козьмодемьянске.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пире мар эс, ҫӗмӗрт, курнӑ, Курнӑ урӑх мӑшӑра.

Куҫарса пулӑш

Эп каларӑм ҫӗмӗрте // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Ҫавтер аван мӑшӑра Урӑм-сурӑм туй лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӑшӑра ҫутӑ та вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ҫулсем иртсен те юратӑва упраса хӑварнӑ мӑшӑра хӑйсем паллашнӑ самантсене каласа пама ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Ҫамрӑк мӑшӑра чӑваш тумӗпе Анаткас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Алена Владимирова тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех