Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнкун сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнкун (тĕпĕ: мӑнкун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Художник вӗсене юратса «Мӑнкун этючӗсем» тет.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Эпир унпа Мӑнкун эрнинче тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ӗҫчен те сатур, лавкка тытса тӑракан ҫамрӑк мӑнкун умӗн Мария патне пынӑ, качча тухма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вырӑссем ку уява Мӑнкун иртсен ҫичӗ эрнерен ирттернӗ.

Русские этот праздник проводили на седьмую неделю после Пасхи.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кӗҫӗннисем ача-пӑча вӑййисене вылярӗҫ, вӑтаммисем — Сурхури, Мӑнкун, Ӗне ырри, Ҫӑварни уявӗсене сӑнларӗҫ, аслисем салтак ӑсатрӗҫ, туй, улах йӑлисемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Мӑнкун патнех таврӑнам-ха.

Вернусь к Пасхе же.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Тӗпӗр ҫулхине черетпе, тепӗр ҫемьере, Мӑнкун уявне пуҫлатчӗҫ.

В следующий год праздник Пасхи начали по очереди в другой семье.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.

В этом году почему-то погода была нехорошей — не было таких дождей, будто осенних, давно.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет.

Когда наступает Пасха, почему-то вспоминается детство.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Умра вара пысӑк уявсем - Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ, Мӑнкун, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Туй-ҫуй, Сурхури, Ҫӑварни, Мӑнкун йӑли-йӗркине курса ӳсрӗм, ҫак уявсенче шӑрантаракан юрӑсем ӑса хывӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Паян мӑнкун, Саша; воистину воскресе, те ӗнтӗ Катенькӑна.

— Ныне пасха, Саша; говори же Катеньке: воистину воскресе.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех