Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑйне (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗппе ӑна тытнӑ та мӑйне пӑрса лартнӑ».

Это цыпленка так враз скрутить можно…

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ансӑр питлӗ ҫын хӑй тӳпине янк ҫеҫ ҫавӑрса хурать те васкаса куҫне мӑч-мӑч-мӑч хупса илет, пуҫ ҫирӗп ларать-ши тенӗ пек, ҫинҫе мӑйне тытса пӑхать.

Золотарь моментально опрокидывает свою и быстро-быстро хлопает бесцветными ресницами, вертит тонюсенькой шеей, словно проверяет ее на прочность.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр путсӗр чӑх пурччӗ те, паян мӑйне пӑтӑрт ҫеҫ пӑрса татрӑм.

Была непутевая курица, вот я ей нынче и свернул башку.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑйне сӑтӑркаласа сывлӑш ҫавӑрсан, сиксе тӑчӗ те инҫех мар выртакан кукӑр хӗҫе шыраса тупса, чаршава кӗрекен алӑк патне сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар пуҫне пӗшкӗртрӗ, мӑйне уҫса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Чӑнах та пирӗн лаша пулсан мӑйне пӑратӑп эп Урасметӑнне.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑннӑн сывласа илсе кайӑк мӑйне тӑсса янӑ, ҫунаттисемпе сулласа кӑшт туртӑнса илнӗ те шыв хумӗсене ҫаклана-ҫаклана сывлӑша ҫӗкленнӗ.

Лебедь вздохнул, вытянул шею и, взмахнув крыльями, приподнялся и полетел, цепляя крыльями по воде.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Унпа-ҫке вӑл какӑрттарать, — терӗ те Эльгеев, мӑйне тӑрса, тӗве пек хартлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа паян та, ирхи кӗлӗ тӑвас вырӑнне вуншар хут лапчӑна-лапчӑна ларса, упражненисем турӗ, ҫур пӑт таякан кире пуканӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ, мӑйне унталла-кунталла пӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑтра ҫилхеллӗ йӗпкӗн хура ӑйӑрне кӗрен сарӑ, симӗс кӑвак хӑюсемпе илемлетнӗ, пӗкӗ ҫумне икӗ кӗмӗл шӑнкрав ҫакнӑ, лаши мӑйне хӑнкӑрмапа илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑнах та, те вырӑсла каланӑран, — Савраска тӑп чарӑнса тӑчӗ те мӑйне кукӑртса Хӗветӗр ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫулӗ те унӑн ҫирӗмрен иртнӗ, малти сылтӑм ури уксахлани те кӑшт палӑрать — ҫапах та кӗлетки чипер: мӑйне кукӑртса тытать, пуҫне, мухтанса пек, сылтӑм еннелле пӑрса чупать — хуҫин сылтӑм аллинчи тилхепине куҫран ҫухатмасть, вӑл чӳхенсенех, лапчӑнса юртать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗре, ҫара хӗр мӑйне тӑснӑ та ун патнелле васкамасӑр ҫывхарать, хӑй, паллах, юратнӑ ҫыннисӗр пуҫне, — вӑл, ахӑртнех, урӑх йӑхран, — урӑх кампа та пулин тӗл пуласси пирки тӗлленмест те.

Темная, голая девушка, вытянув шею, медленно шла к нему, далекая от мысли встретить кого-нибудь, кроме возлюбленного, принадлежавшего, вероятно, к другому племени.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Вӑл пуҫне тӗлӗнмеллерех тытать, — ӑна хускатни мӑйне ыраттарать тейӗн; чулпа ҫапса сусӑрлатнине саплаштармашкӑн вилнӗскер панӑ вунӑ фунта хӗр хӗрӳллӗн тав туса аса илет, халӗ те ав плита ҫине хир чечек ҫыххине хучӗ.

Она странно держала голову, как будто движение головой причиняло боль в шее, и положила к плите полевые цветы, помня с горячей благодарностью те десять фунтов, которые получила она от умершей в возмещение удара камнем.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ман ҫулташ ятуллӑ сенкер плащ тӑхӑннӑ, мӑйне, унчченхиллех, хура ҫӳхе пурҫӑн шарф ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пушмак кӗллисемпе кӗмсӗртетсе каютӑран Проктор йӑраланса тухрӗ; старик хӑй тахҫантанпах тӑхӑнакан чесуча курткине, мӑйне ҫавӑрса ҫыхнӑ кӑвак тутӑрне улӑштармасть; унӑн хура тӳрӗ кӑсӑруклӑ шурӑ карттусӗ ҫеҫ Дэзин амӑшӗннилле тимлӗхӗн чӗрӗлӗхӗпе сывлать.

Гремя каблуками, выполз из каюты и Проктор; старик остался верен своей поношенной чесучовой куртке и голубому платку вокруг шеи; только его белая фуражка с черным прямым козырьком дышала свежестью материнской заботы Дэзи.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Астарот пуҫне сулкаласа мӑйне ту хушӑкӗн инҫет вӗҫнелле тӑсрӗ, хӑм-хӑмлатрӗ те хӑлхине ҫӗр ҫумнех тытрӗ.

Астарот, покачав головой, вытянул шею по направлению к дальнему концу ущелья, хмыкнул и приложил ухо к земле.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӑл лаша мӑйне аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, пӗр ури пускӑчран шуса вӗҫерӗнчӗ, вӑл ӑна тепре кӗртме хӑтланмарӗ те.

Он сидел, охватив руками шею лошади, одна нога его выскользнула из стремени, и он не пытался вставить ее на место.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вара арҫын тинех асӑрхарӗ: Эстер ҫинче сарӑ пурҫӑн кӗпе тата ҫӳхе кӑвак тутӑр, кӗре мӑйне ӗнчӗ шӑрҫа капӑрлатать.

Тогда он заметил, что на Эстер желтое шелковое платье и голубая косынка, а смуглая шея украшена жемчужными бусами.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Мана вӗлерчӗҫ, — терӗ пӗри шыҫӑнса хуралнӑ мӑйне кӑтартса; ухӑ ҫӗмренӗн наркӑмӑшӗ унӑн юн таппине чарнӑ, чӗрине ҫурнӑ.

— Я убит, — сказал один, показывая шею, распухшую и черную; яд стрелы остановил его кровь и разорвал сердце.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех