Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑйне (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирле вӑрӑм мӑйне тӳрӗ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Каларӑм-ҫке сана, — вӑрӑм мӑйне хавассӑн пӑркаларӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви хӑрах алӑпа хӑйӗн мӑйне ярса тытрӗ, тепӗр алӑпа хулпуҫҫи ҫинчи ҫурлине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Саня мӑйне вӗри хул ҫавӑрса илчӗ, пӗчӗк ачан ӑвӑ пек ҫемҫе алли пите сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр Славике мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те ҫамкинчен, питӗнчен, куҫӗнчен, ҫӳҫӗнчен чуптуса тухрӗ, хӑйӗн куҫҫӳлленнӗ вӗри пичӗпе ачан питне, тутине сӗрчӗ, ҫӳҫӗпе мӑйне кӑтӑклантарчӗ, хӗрӗн лӗпӗш сухалӗ пек вӑрӑм та хытӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ача пичӗ ҫинче йӑпӑртатса чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Каччи ҫӗнӗ хура костюм тӑхӑннӑ, чӑлт шурӑ кӗпе ҫинчен мӑйне галстук ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӗкеҫ икӗ аркӑллӑ сенкер пурҫӑн кӗпепе, кӗрен саппунпа, мӑйне шӑрҫа ҫакнӑ, пуҫне саппунӗ пекех кӗрен тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Час-часах мӑйне пӑркаласа илет Лашманов, кӗпи ҫухине турткалать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калис мӑйне тем пӑвнӑ пек пӑркаланса илчӗ те пуҫӗнчи тутӑрне туртса сӳрӗ, витрисене йӑтса, ҫерем тӑрӑх ӗсӗкле-ӗсӗкле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӑйне Тоня шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл ука тӗрӗллӗ вӑрӑм пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне пиҫиххи-туннель ҫыхнӑ, мӑйне ҫинҫе вӑчӑраллӑ кулон ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ывӑлне тӑратас та килмест унӑн, ҫав вӑхӑтрах икерчине те вӗрилле ҫитерес килет… анчах лешӗ ӑна часах сисет: вӑр-вар сиксе тӑрать те, пусмаҫи карлӑкӗ ҫине пӗр витре сивӗ шыв илсе тухса, питне, мӑйне, хулӗсене ӗхлете-ӗхлете ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫӑмран ҫыхнӑ симӗс свитерпа хура шӑлавар тӑхӑннӑ Тамара, мӑйне шӑрҫа вырӑнне пӗчӗк транзистор ҫакнӑскер, витре йӑтса Герасим Федотович ҫумнерех кукленчӗ, пилӗк ыратать тесе авкаланса-хуҫкаланса илсен витрене темиҫе ҫӗрулми юлхавлӑн иле-иле пӑрахрӗ те ашшӗне ӳпкелешме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ӳсӗртерехчӗ-им Никифор Варламович? — пырне тем ларнӑ пек мӑйне хыпашларӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑйне авкалантарсах туртӑнчӗ, анчах вӗрене тӑсма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӑйне кӑвак кашне ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫанӑсӑр кӗске аркӑллӑ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер мӑйне вир пӗрчи пысӑкӑш кӑвак шӑрҫа ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Анкарпа чикес те пакартине юхтарса кӑларас! — кӑшкӑрчӗ хӗрлӗ сухаллӑ хусахӗ, ыраттарнӑ мӑйне сӑтӑра-сӑтӑра.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах пӗр самантра Сюльдяшов мӑйне ярса тытнӑ аллине пушатрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, учӗ ҫинчен сиксе анни, мӑйне ярса илнӗ алӑсене вӗҫертме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех