Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтанмалли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупнӑ мухтанмалли! — калаҫа-калаҫа енчен енне ҫаврӑнать Петька.

Выдумали тоже! — отдувался Петька, поворачиваясь то одним боком, то другим.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мухтанмалли ҫукрах: планпа республикӑра кӑҫал хыт хура ярса илнӗ 24,5 пин гектар ҫӗре акмалла-сухаламалла пулнӑ, 92,5% кӑна вӑй ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Ача пек пӗчӗк япала шыраса тупмалла чух вӑл нихӑҫан та куҫлӑх витӗр пӑхмасть, мӗншӗн тесен ҫак куҫлӑхӗ унӑн параднӑй куҫлӑх — чӗри мухтанмалли япала.

Она очень редко, почти никогда не глядела сквозь очки на такую мелочь, как мальчишка; это были парадные очки.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор манпа темччен калаҫрӗ: «Экзаменсене тыт, вӗренсе пӗтер, сан аҫу вара ҫӳлтен пӑхса савӑнӗ, тивӗҫлипех мухтанӗ, мӗншӗн тесен унӑн кампа мухтанмалли пур», – терӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Чӑнах та унӑн пуянлӑхпа мухтанмалли ҫук.

И правда, хвастаться нет богатства.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

16. Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!

16. Ибо если я благовествую, то нечем мне хвалиться, потому что это необходимая обязанность моя, и горе мне, если не благовествую!

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Сирӗн мухтанмалли нимӗн те ҫук.

6. Нечем вам хвалиться.

1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Авраам хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, унӑн мухтанмалли пулатчӗ — анчах та Турӑ умӗнче мар.

2. Если Авраам оправдался делами, он имеет похвалу, но не пред Богом.

Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Мухтанмалли ӑҫта ӗнтӗ?

27. Где же то, чем бы хвалиться?

Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех