Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. «Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар. 4. Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ. 5. Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ чухне, аслӑланӑ чухне Ҫӳлхуҫа Иудейӑна тапӑнса килнӗ аммонсемпе моавсене тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе янӑ, лешӗсем пӗтнӗ вара: 23. аммонсемпе моавсем Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене тапӑннӑ та вӗсене пурне те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӗ акӑ кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансем ҫитрӗҫ, Египетран тухса килнӗ чухне Эсӗ Израиль халӑхне вӗсен ҫӗрӗ урлӑ каҫма чартӑн, ҫавӑнпа вӗсем тавраран кайнӑ та ҫав ҫӗр ҫыннисене тивмен; 11. халӗ ӗнтӗ вӗсем пире ырӑшӑн еплерех тавӑраҫҫӗ: пире Эсӗ еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яма килчӗҫ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн моавсем тата аммонсем, вӗсемпе пӗрлех Маон ҫӗршывӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем те Иосафата хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл ҫавӑн пекех моавсене те парӑнтарнӑ, — моавсем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.2. Он поразил также Моавитян, - и сделались Моавитяне рабами Давида, принося ему дань.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моавсем вара Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене каланӑ: сире Египет ҫыннисем, аморрейсем, аммонсем, филистимсем, 12. Сидон ҫыннисем, амаликсем, моавсем хӗсӗрлеменччӗ-и, эсир Мана тархасласан вара Эпӗ сире вӗсен аллинчен хӑтарманччӗ-и?
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моавсем ҫав кун Израиле ҫапла парӑннӑ, ҫӗр ҫинче вара сакӑрвунӑ ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.30. Так смирились в тот день Моавитяне пред Израилем, и покоилась земля восемьдесят лет.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм: 27. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп; 28. апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп — 29. Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара моавсем Мадиан пуҫлӑхӗсене ҫапла каланӑ: вӑкӑр хир курӑкне ҫисе пӗтернӗ евӗр, ку халӑх пирӗн таврарине пӗтӗмпе пӗтерет, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Валак — Сепфор ывӑлӗ — Израиль аморрейсене мӗн тунине пӗтӗмпе курнӑ; 3. моавсем Израиль халӑхӗнчен питӗ хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн ку халӑх йышлӑ пулнӑ; моавсем Израиль ывӑлӗсенчен сехӗрленсе ӳкнӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1