Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маччаналла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрте кӗрсен, пурте ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫӗсене уҫсах маччаналла тӗллесе выртакан Санюк ҫине пӑхса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла, вӑл куҫӗсене уҫсах маччаналла пӑхса выртнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Арӑмӗ, сарлака йывӑҫ кравать ҫинче сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Маччаналла ҫеҫ пӑхса выртмалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юлашкинчен ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртнӗ: Шура хӗвел анас умӗн пирус туртса маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кантӑк патӗнчи кравать ҫинче, аллисене пуҫ айне хурса, маччаналла пӑхса, Артем Тарасов монтер выртать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Юнашар ҫуртран хальхи объекта куҫарнӑ хыҫҫӑн, — пуҫларӗ вӑл сӑмахне, — малтан ҫав урлӑ каштасене, — аллипе маччаналла тӗллесе кӑтартрӗ, — шӑратса ҫыпӑҫтартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архентов (маччаналла тинкерсе).

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Лишайкинран тем те кӗтме пулать, — сигара тӗтӗмне маччаналла тӗтӗрчӗ Яковлев.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун хыҫҫӑн пукан ҫине лартрӗҫ те маччаналла темиҫе хут ҫӗклерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сулагаев пӗрре маччаналла тинкерчӗ, тепре чӳрече еннелле пуҫне чалӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискерсен пурин те кӗтмен ҫӗртен чӗлхи ҫӗтнӗ тейӗн: маччаналла пӑхса мӑк-мак тукаларӗҫ, кам ҫырнине пӗлместпӗр тенипех ҫырлахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Следователь пырса ларсан, вӑл ҫаплах маччаналла пӑхса выртрӗ, унтан пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Люся ҫаплах маччаналла пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Манӑн-и? — маччаналла тинкерчӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл чылай хушӑ маччаналла пӑхса выртнӑ хыҫҫӑн минтер ҫине чавсаланса пуҫне ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пуҫне илемлӗн каҫӑртса, пирус тӗтӗмне маччаналла ҫине-ҫине вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Куҫне маччаналла тӗлли-паллисӗр вӗҫтерсе, пӗр супка шухӑша путнӑ пек пулчӗ, вара, ун-кун пӑхкаласа, пӑнк «хӑмпӑланса» тӑракан хырӑмне аллипе виҫӗ хут та ҫурӑ шаплаттарса илсе, сӑмахне хатӑррӑн сыпӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех