Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукарье упашки ырӑ шухашлӑ маррине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе пыл сӑра Микула пуҫне самаях минретрӗҫ пулсан та, Михха ярмарка ҫинчен ахальтен ҫеҫ пӗлесшӗн маррине тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, шарламасӑр тӑни те аван маррине пӗлсе: — Сӗтел хушшине чӗннӗшӗн тавтапуҫ, анчах хӑна пул-ма вӑхӑт ҫук. Хам та каҫ ҫеҫ таврӑннӑ та, аттепе те тӑраниччен калаҫман. Вӑл кӗтет мана! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмӑн туйӑмлӑ чӗри каччӑ кӑмӑллӑ маррине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантрах пуҫне шӗкӗлчекен шухӑшӗсем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлес килсе кайрӗ Анукӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ унашкал маррине ху та лайӑх пӗлетӗн, мӗншӗн кӳрентеретӗн тата?»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр майлӑ шухӑшласан, хӗр ӑсаттарасшӑн мар пулни качча пырасшӑн маррине пӗлтернӗ пек те туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анчах ҫакӑ тӗлӗнтерет мана: ӗҫ тухмалла маррине малтанах пӗлнӗ пулсан, ма чӗнсе илтӗр эсир мана?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников, кунта пӗр сӑмах та калаҫма кирлӗ маррине сисрӗ пулсан та, Макҫӑмпа Ҫтаппан умӗнче хӑйӗн ятне ҫӗре ӳкересшӗн мар:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку сӑмахсем витӗмлӗ маррине хӑй те лайӑх пӗлсе, урӑх ним калама аптранӑ енне: — Сӑра ӑсса пар-ха, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Раща инҫе маррине Ҫтаппан та астурӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме йывӑрах мар, сарайне ҫеҫ тухса пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша хуралҫӑ патӗнче маррине вӑл лайӑх пӗлет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗренекенсем хушшинче чӗлхе туйӑмӗ ҫивӗч, хӑйсен шухӑшӗсене илемлӗ пӗлтерме пултаракансем сахал маррине кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Упӑшки аллинчи черккене курсан, ку ырра маррине туйса, ҫавӑнтах юпа пек хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тулли миххе ҫӗклесе хӑй урапи ҫине кайса хучӗ, тулли маррине те ҫавӑнтах майлаштарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла пулин те нӑйкӑшма хӑнӑхман Владимир, тӗрӗссипе, ӑна мӗнле ҫӑмӑл маррине никам та пӗлмен тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Нургали вӗсене хӑнӑхрӗ те пулас, сӑйлакансем ют ҫынсем маррине туйса апата тӑраниччен ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем ку ахаль ыйту маррине сисрӗҫ, анчах мӑрса воевода ҫуртӗнчен мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа таврӑннине ӑнланса сӑмах тавӑрса калама тӑхтаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑнлипе вырӑнлӑ маррине халь калама пит йывӑр, эп ӑна-кӑна шайлаштарса виҫме, хак пама ҫамрӑкрах-ха, айванрах, анчах чӑвашсен пит хитре сӑмах пур: аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех