Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Террористсен аллине лекес маррине сӳтсе явнӑ, экстремизма пулӑшакана, хирӗҫӗве чӗртсе яракана, ӗмӗр-ӗмӗрех тунӑ культура хаклӑхӗсене аркатакана хӑрушлӑх кӗтнине аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗре "Экстремизмпа терроризм кӑтартнӑшӑн яваплӑх" программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... tn-3781502

Эпӗ тем ырӑ маррине сиссе пилеш кайӑкӗ патнелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Ӗҫри ҫынна лав шучӗшӗн мар, ҫамка тарӗшӗн, кӗпе типпипе типӗ маррине кура тулемелле эп хам пулсан, пӗсмӗлле!

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫав сӑмахсене тӑсарах та юрларах, куларах кала: «Ҫапла-а, Вихтӗр ла-айӑх ача!» — те, Вихтӗр лайӑх маррине ыттисем ҫийӗнчех тавҫӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кайран вара эсӗ верблюд маррине ӗнентерсе ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Имшерленчӗ, куҫӗ путса кӗчӗ, тем ӑнланмалла маррине мӑкӑртатрӗ хӑйпе хӑй.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна хирӗҫ маррине туйса, ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ те вӗри тутинчен хӗрӳллӗн чуп тума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ашшӗ мӗн те пулин кирлӗ маррине каласран шикленсе, Кирей сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Автобусран ансан, Камайӑн чӗри кӑрт турӗ, чунӗ тем ырӑ маррине туйрӗ, ӑшӗ вӑркама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Апла пулин те Надежда Борисовна ҫакӑ тимлӗхе хавшатмалли сӑлтав пулмалла маррине ҫивӗчлетрӗ, ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнтарас тӗллевпе медицина тӗрӗслевне, диспансеризацие (4 уйӑхра шкулсенчи 1898 ҫул ҫитмен ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ) тата ытларах вӑйлатмаллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Вӑл госаппарат ӗҫӗнче, уйрӑммӑнах паянхи чӑнлӑхра, нимӗнле канусем те, чӑрмантарусем те пулмалла маррине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Володинпа тӗл пулсан, Путин правительство йӗркелемелли ыйтусене сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... vn-3778472

Вара, интерната та, ӗҫе те каймалла маррине, унта эсӗ ҫуккине аса илсе, кӑштӑртатса ҫӳренӗ май хамах майӗпен кӗшӗклесе ярап.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара, тахҫанхи йӑлапа, саппун кесйинчен виҫӗ пӗремӗк кӑларса, пӗрне Ваҫук енне тӑсать; хӑйсем халӗ интернатра маррине аса илет те, аванмарланса, вӗсене каялла чикме пӑхать.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мана вара, чӑн-чӑн маррине, ят та тивӗ: «Ман ачана, илӗртсе, ма хӑв килне илсе кайнӑ ас?» — тейӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тем аван маррине сиссе, аллине саппун аркипе шӑлкалать те ача патне чупса пырать, ун умне кукленсе ларать, куҫран ӑшшӑн та шӑтарасла пӑхать кухньӑра ӗҫлекен пӗчӗкҫӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫиес — тем аван маррине туять Шӑнкӑрч, ҫиес мар — тата аванмартарах: ҫӑкӑртан аслӑ пулма хушмаҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑл хӑйне фронта яма ыйтнӑ, анчах ӑна, сывлӑхӗ тӗреклӗ маррине пула, Мускаври пӗр госпитале хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсем мана сирӗн пата ярасшӑн маррине сисрӗм, ҫавӑнпа сире йывӑр чирленӗ пуль тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Раҫҫей Президенчӗ кӑҫал Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ, апла пулсан ачасем ҫине те тимлӗх уйӑрма манмалла маррине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Анчах та ку вӑл ҫак тӗлӗшрен лӑпланмаллине, ун пирки шухӑшлама, калаҫма та кирлӗ маррине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех