Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маррине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кушак темӗскер йӗркеллӗ маррине сисрӗ пулас, тарма хӑтланкалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Катӑк шӑлпа хула тӑрӑх ҫӳреме аван маррине ӑнланса килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ирхине аран-аран тӑрса шӑл тасатнӑ чухне Кеша шӑлӗ йӗркеллӗ маррине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫур ӗмӗре яхӑн пурӑннӑ, тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, юратнӑ мӑшӑрне пытарнӑ тӑван тӑрӑхран тухса кайма ҫӑмӑл маррине систерчӗ-ши чунӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ман ҫине кӳренни тӗрӗс маррине ӑнлантарма-ӗнентерме тӑрӑшса темиҫе ҫыру та ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӗрӗ ку ыйтупа урӑх сӑмах ваклама кирлӗ маррине систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫырмасем урлӑ каҫса пӗтсен, аллинчи сумки пӗчӗкех маррине кура самай ывӑннӑскер, канса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина, киле шӑнкӑравласа амӑшне хӑй иккӗмӗш сменӑна ӗҫлеме юлнине, часах таврӑнас маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр темиҫе кунран кӗтмен япала сиксе тухрӗ, геодезист ҫиллӗ кун лартнӑ тӑхӑр колоннӑран виҫҫӗшне тӗрӗс мар вырнаҫтарнине, тӳрӗ маррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Урамри телефонпа шӑнкӑравласа амӑшне хӑй киле часах таврӑнас маррине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Иккӗмӗш курсра вӑл, атте, кӗретсӗр вӗренет, — пӗлтерчӗ Ирина, Миша хӑй ҫинчен каласа парас маррине туйса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Калаҫу вӗҫленсе пынӑ май, Гаврил Романович унӑн аллине ҫемҫен тытса-сӗртӗнсе: — Хӑвӑра шаннӑ ӗҫе эсир кирлӗ пек пурнӑҫласса тата пирӗн стройкӑра никам та сусӑрланас маррине шанса тӑратӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӳренчӗ, хӑй ют маррине ӗнентерме тӑрӑшрӗ, дипломне кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Памалла е памалла маррине кам лайӑхрах пӗлет, эсӗ-и, эпӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Ах, Раман, санпа пурӑнма ҫӑмӑл пулас маррине эпӗ малтанах туйнӑ та ҫав…

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович мӗншӗн ҫапла калаҫнине Раман лайӑх ӑнланать-ха: кунти ӗҫ ҫӑмӑл маррине ҫын малтанах пӗлтӗр, ҫавӑнпа пӗрлех шикленсе те ан ӳктӗр тет ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑ вара пысӑк намӑс, хӗр текех хӗр маррине пӗлтерекен паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ырӑ маррине сисрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл округра тӗрлӗ ӳсӗмри ырӑ чунлӑ ҫынсем сахал маррине, волонтерсем ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ акцисене активлӑ хутшӑннине, паян та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Елчӗксем пур енлӗн пулӑшу аллине тӑснине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Акӑ халӗ эпӗ доска умӗнче, ачасен куҫӗнчен пӑхатӑп та урӑх професси мана пачах кирлӗ маррине ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех