Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунран та ытларах, тӑшмансене улталасси те ак питӗ кӑткӑс та икӗ вӗҫлӗ; ҫакна кӗрешӳ тактикин тӳрремӗнех пурнӑҫламалли чи конкретлӑ уйрӑм сыпӑкӗсенче кӑна тума юрать, мӗншӗн тесен пирӗн тӑшмансене пирӗн туссенчен тимӗр стена уйӑрса тӑмасть; тӑшмансене ӗҫҫыннисем пачах итлеме пӑрахман-ха, ҫавӑнпа та вӗсем, массӑсене улталама питӗ ӑста хӑнӑхса ҫитнӗскерсем, эпир чееленсе тӑвакан маневрсене тимлесех — тата ӑнӑҫлӑн та! — массӑсене улталанӑ пек кӑтартма тӑрӑшӗҫ.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Император ытла та хавасланса кайнипе ҫак вӑйӑсене темиҫе кун хушши тӑтӑшах выляса кӑтартма хушрӗ тата пӗррехинче хӑй те плошадка ҫине хӑпарса маневрсене хӑй командипе выляттарма хапӑл турӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах Фурий ҫав маневрсене тума ӗлкӗреймен, Спартакӑн ҫӑмӑл хӗҫпӑшаллӑ величерӗсемпе пращникӗсем римлянсен пращникӗсен фрончӗ ҫине тапӑнма та пуҫларӗҫ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Нюра та ҫак маневрсене курать, вӑл халӗ «мӗн кирлине хатӗрлеме» пуҫлать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫак «маневрсене» эпӗ ҫав тери пӗчӗк площадка ҫинче туса ирттереттӗм, кунта машинӑна каялла ҫавӑрма та май ҫукчӗ.Все мои «манёвры» происходили на крошечной площадке, где даже нельзя было сделать разворот.
Аэродром ҫинчи конюх // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Аэродромри хапха витӗр вӗҫсе тухас тӗлӗшпе тренировкӑсем тунӑ хыҫҫӑн, Чкалов сывлӑшри пулас ҫапӑҫусенче маневрсене ҫав тери тӗрӗс пурнӑҫлас искусство пысӑк вырӑн йышӑннине ӑнланса илнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вадя шухӑшларӗ-и, шухӑшламарӗ-и — пӑхрӗ те кантӑкран, темле ним пӗлтерӗшсӗр: — Эпӗ унашкал маневрсене кинора та вунна яхӑн курнӑ, — терӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Карап экипажӗ паруссене пит вӑраххӑн лартать: командӑри пилӗк ҫын маневрсене хӑвӑртрах тума ҫителӗксӗр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ манёврсене лашасӑр ҫӳреме пултараймастӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лашасене витене парса, манёврсене ҫуранах ирттерме хушатӑп, — тет вӑл.Приказываю отдать лошадей в конюшню, маневры проходить пешими.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла, кирлӗ чухлӗ чакнӑ, маневрсене туса ирттернӗ; ҫухалтӑм вӗсенчен, халӗ вӗсем эпӗ хӑйсем патӗнче мӗн чухлӗ пулнине те асӑрхас ҫук — виҫӗ эрне пулман-и е виҫӗ уйӑх-и.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1