Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малтанласа сăмах пирĕн базăра пур.
малтанласа (тĕпĕ: малтанласа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанласа Ахмар ӑна ҫил ҫапла улать пуль терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер те малтанласа тарас мар-и тесе шухӑшлӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл акатуй пуҫламӑшне курасшӑн пулчӗ пулӗ тесе, хӗр малтанласа чӳлмек ҫӗмӗрекенсем патне кайрӗ, анчах каччӑ унта курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫавӑнпа эпӗ малтанласа хам ҫеҫ каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанласа нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ: совет салтакӗсем тапӑнса килеҫҫӗ теҫҫӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Малтанласа пирӗн ҫав ялпа ҫыхӑну тытмалла та, — терӗ Елена Максимовна.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Строительство» ӗҫ-хӗлне тишкерес пулсан, 2023 ҫулта кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх, 7,5 млрд тенкӗ чухлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Кӑтартӑва пӗлтӗрхипе танлаштарас пулсан, малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх, 111,2 процента ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине малтанласа палӑртса хунӑ тӑрӑх пӗтӗмлетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва, кашни эрнере пулакан планеркӑра, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле пӑхса тухнӑ, кӑҫал епле аталанса пырса вӑй илсе пыни пирки канашланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Малтанласа, Татьяна Николаевна ҫак калавӑн тӗп геройӗсем ҫинчен экзамен хыҫҫӑн тепӗр кунне мӗн каласа панипе паллаштарам-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗлтӗр малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх кашни ҫын пуҫне тивекен укҫа тупӑшӗ 16697,4 тенкӗпе танлашнӑ, виҫӗмҫулхинчен - 9,4 процент, 2008 ҫултанпа 1,9 хут хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Малтанласа эпӗ куҫаракан ӗҫне тунӑ, кайрантарах корректор, унтан вара выпускающий редактор пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек минивэнӑн 58 ҫулти водителӗн айӑпне пула сиксе тухнӑ.

По предварительным данным, происшествие случилось по вине 58-летнего водителя минивэна.

Маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34296.html

Малтанласа 218 пурӑнмалли ҫуртран 528 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарма йышӑннӑ.

Первоначально планировалось расселить 528 граждан из 218 помещений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.

По предварительно установленным данным, автомашина «ВАЗ-21099» выехала на встречную дорогу и столкнулась с автомобилем «Газель».

Ҫӗрпӳ районӗнче водительпе пассажир вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34103.html

Казаков малтанласа ӗненмест-ха ҫакна.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа, пӗр-икӗ ҫуллӑха.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа пӗрне ҫӑтрӗ, ун хыҫҫӑн шыв сыпрӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, ҫирӗм минут иртсен, вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа вӑл матушкӑна часах кунтан инҫе ҫӗре куҫса кайса шкулта учительте ӗҫлеме пуҫласси, унта вӗсене телейлӗ те савӑнӑҫлӑ, ирӗклӗ пурнӑҫ кӗтни ҫинчен каласа йӑпатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа йӗрке тени пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех