Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майӗпен сăмах пирĕн базăра пур.
майӗпен (тĕпĕ: майӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫак лӑпкӑ та пӗр евӗрлӗ пурнӑҫ Вассана майӗпен асаплантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай чикарккине майӗпен ӗмет.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Майӗпен ҫӗр айӗнчи хула ӳссе, сарӑлса пынӑ.

Постепенно город под землей рос и ширился.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫапла Кубер-Педи хули майӗпен пӗтӗмпех ҫӗр айне вырнаҫса ларнӑ.

Так городок Кубер-Педи постепенно весь и ушел под землю.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

— Арӑмсене те пӗрлештереҫҫӗ тенӗ сасӑ пур, — майӗпен систеретӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Пурнӑҫ майӗпен майлашӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Милана Tik Tok валли кӗске видео ӳкерме пуҫланӑ, хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗн сферине майӗпен сарнӑ.

Милана начинала со съемок коротких видео для TikTok, постепенно расширяя сферу своей деятельности.

Шӑпах тепӗр эрнерен Уфара Пӗтӗм Раҫҫейри "Атя выляма" вӑйӑ фестивалӗ стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-09- ... at-3424926

Унтанпа вӑл майӗпен ишӗлсе пырать…

Куҫарса пулӑш

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Ӗҫре ӗҫ нумай, анчах хӑвӑра лӑпкӑ тытӑр, ыйтусене майӗпен татса парӑр.

На работе ожидается завал, но при этом оставайтесь спокойными, решайте проблемы по мере их поступления.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ял культурине майӗпен хула культури шайне ҫитерес, ҫӗнӗ районсенче культурӑна хӑвӑрт аталантарса пырас тесе, ҫӗршыв территорийӗнче культурӑ учрежденийӗсене пӗр пек вырнаҫтарса тухассине пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавсене аллисемпе хыпаласа майӗпен чӑлан алӑкӗ патне ҫывхарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Акӑ вӑрман касӑкнелле майӗпен тайлӑмланса чӑмакан вар хушши.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрах вӑхӑт тӑнӑ тӑвӑллӑ ҫанталӑкра кӳлӗ ҫийӗ хумсемпе тулашнӑ чухнехи пек асаплӑн туртӑннӑ сӑн-питсем, акӑ, сасартӑк ҫил чарӑнса, хумсем сирӗлсе кайнӑ евӗр, ерипен лӑпланса якалчӗҫ те майӗпен ҫутӑла-ҫутӑла килчӗҫ, питри хурлӑх йӗрӗсем хӗвеллӗ, савӑк тӗспе ылмашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӑра тӗтре, майӗпен сарӑлса-сарӑлса пырса, аякра пушӑ сӗтӗрсе утакан Сухви кӗлеткине хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня майӗпен амӑшӗ енне ҫаврӑнсах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Никам та хӑваласа кӗртмен пире туса пӗтермен ҫурта, — хамӑр, майӗпен майлаштаркалӑпӑр тесе, хӑпса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Паллах, тӳрех мар-ха, майӗпен кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Анчах тӳрех мар-ха, майӗпен кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Атӑл леш енчен катрам-катрам пӗлӗтсем майӗпен шӑваҫҫӗ, йывӑҫсем хускалмасӑр лараҫҫӗ, ҫил сисӗни-сисӗнми йӑвашшӑн вӗрет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин тӳрленсе тӑчӗ те татнӑ чечекӗсене майларах тытрӗ, вӗсене такама сӗнес пек аллине малалла кӑнтарса, пӗкӗрӗлсе, майӗпен пахчан кайри кӗтессинелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех