Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майӗпен сăмах пирĕн базăра пур.
майӗпен (тĕпĕ: майӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен халӑх та хӑйӗн пуҫлӑхӗ хыҫҫӑн ку тӗне йышӑнма пуҫланӑ.

Постепенно население последовало за своим правителем.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Арапсен мӑсӑльманлӑ тӑрӑхӗсем майӗпен кӑнтӑралла сарӑлса пынӑ.

Постепенно арабские мусульманские поселения продвигались на юг.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Асуанран кӑнтӑралла христианство майӗпен ҫухалма пуҫланин, кайран чӑн та тӗппипе пӗтме май панӑ сӑлтав шутӗнче Нуби Чиркӗвӗ чикӗ леш енче вырнаҫнӑ христиансен тӗнчипе ҫыхӑну тытайманни пулса тӑнӑ.

Другим важным фактором, способствовавшим медленному умиранию и в конечном итоге исчезновению христианства к югу от Асуана, было отсутствие у Нубийской Церкви возможности для поддержания постоянных контактов с христианским миром за своими границами.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Тӗп хули Мероэре вырнаҫнӑ патшалӑх хӑйӗн ҫурҫӗр кӳршине майӗпен ҫавӑрса илнӗ.

Государство со столицей в Мероэ постепенно затмило своего северного соседа.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫакӑн хыҫҫӑн патшалӑх Египета витӗм кӳресси майӗпен чакма пуҫланӑ, пирӗн эрӑччен 656 ҫул тӗлне вӑл пачах ҫухалнӑ, ун чухне XXVI династин никӗслевҫи I Псамметих пӗтӗм Египета пӗрлештерсе хӑй аллине илнӗ.

После этого влияние царства в Египте пошло на убыль и прекратилось к 656 году до н. э. когда Псамметих I, основатель XXVI династии, объединил весь Египет под своей властью.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Перекет кассинче ун чухлӗ пур пулсан килӗнте, арча тӗпӗнче, тата нумайрах ӗнтӗ (Майӗпен.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Пуҫлӑх тесе майӗпен, Ӗҫри ҫынсем сисиччен Мӗскер лекет аллине Сӗтӗрет хӑй йӑвине.

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Алӑк майӗпен уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Халӗ вӑл тухса калаҫма хӑнӑхса пырать, малтанхи евӗр аптраса тӑмасть, вӑрманта йывӑҫсене пӗр майлӑ тӳнтернӗ пек, сӑмаха майӗпен, йӗркипе илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Планран хӑш-пӗр пайӗ пурнӑҫланнӑ та, ытти — майӗпен

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлимун вара, бригадира улталама шутласа, майӗпен варне шӑлкалама пуҫлать, ахлатать, пӗшкӗне-пӗшкӗне ларать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна майӗпен авса хуҫрӗ те, чалӑшшӑн пӑрӑнса, трактор каллех кивӗ йӗр ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗр-кӗр-кӗр! кӗрлесе тӑчӗ унта, вара майӗпен лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Машинӑна каллӗ-маллӗ уттарчӗ те вӑл прицепа каялла ҫавӑрчӗ, майӗпен чакарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Майӗпен малалла тапранчӗҫ, вӑрмантан тухса, Васильевпа Степнова больницӑна илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара сӑнне-питне уҫӑмлӑн курма кансӗрленӗ каҫ чаршавӗ майӗпен сирӗлсе пырать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лесник пӳрчӗ хыҫӗнчи чӑрӑш тӑррисемпе выляса, уйӑх майӗпен имшер ҫутине пӗве тӗкӗрӗ ҫине сапалать, сулӑ ҫинче салтак бушлачӗ пӗркенсе ларакан Тамарӑна питрен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Милици отрячӗсем вӑрӑ-хурах ушкӑнне, майӗпен хӗстерсе, пӗтерсех пынӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастер Хӗлимун тултарса панӑ куркана тытрӗ, юман кутне ҫуррине яхӑн тӑкса, сӑрана майӗпен ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вуншар ҫул пӗр тӗлте саркаланса ларнӑ ватӑ хурӑн яланхи вырӑнӗнчен татӑлса майӗпен тайӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех