Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майӗпен сăмах пирĕн базăра пур.
майӗпен (тĕпĕ: майӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен хӑрлата-хӑрлата, сӗлекисене ҫӑта-ҫӑта ҫывхарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сивӗ камерӑра ларнӑ май вӑл темиҫе хутчен те хӑйӗн пурнӑҫне малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ — мӗн туса ӗлкӗрнӗ, мӗн ӗлкӗрмен, пурнӑҫӗпе майӗпен сывпуллашма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майӗпен хурлӑхлӑ сасӑсем тамалчӗҫ, урамсемпе ҫуртсем шӑпланчӗҫ, йӗре-йӗре шыҫӑнса кайнӑ хӗрарӑмсем, мӗлке пек, шӑппӑн сулланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Такмаксем те майӗпен шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шавлӑ ушкӑн майӗпен ял хапхи еннелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫуллаччӗ ун чух, утӑ вӑхӑчӗ, — майӗпен пуҫларӗ сӑмахне Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑрани майӗпен иртме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫывхарнӑҫем ҫывхарса килет ҫав сасӑ, майӗпен шиклӗ туйӑм ҫуратать ӑшра.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Каҫа хирӗҫ тӑратӑп пӗччен, Майӗпен хуралать хӗвеланӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Майӗпен, ҫапах та, акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх экономикӑлла хӑвӑрт аталанакал анӑҫ еннелле куҫнӑ май тата ирландсене пӗчӗккӗн ассимиляциленӗ май, акӑлчан чӗлхи хулара хавшакланнӑ, хрантсус чӗлхиллӗ халӑх вара самай йышланнӑ, хальхи вӑхӑтра пысӑк тӳпе йышӑнни таран ҫитнӗ.

Постепенно, однако, по мере оттока англоязычного населения на экономически более динамичный запад и частичной ассимиляции ирландцев, английский язык в городе пришёл в упадок, а франкоязычное население сильно увеличилось и в настоящее время абсолютно доминирует.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ҫав вӑхӑтра хӗвел пайӑрки пӳлӗм тӑрӑх майӗпен шуса кӗрет те микроскоп ҫине ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫуллахи хӗвел майӗпен анать пулсан та тахӑш вӑхӑтра таврана тӗттӗм чаршав карса илнине ачасем сиссе те юлаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чукчасем майӗпен Раҫҫей витӗмне лекнӗ тӑрӑхран пӑрахса кайса ытти халӑхсене хӗссе пынӑ, тӗслӗхрен: коряксене, юкагирсене, керексене, лешӗсем вара Раҫҫей патшалӑхӗнче хӳтлӗх шыранӑ.

Чукчи постепенно уходили из зон российского влияния и теснили другие народы, например: коряков, юкагиров, кереков, которые, в свою очередь, искали защиту у Российского государства.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

— Малтан ахаль ҫеҫ тытӑнса пӑхма шут тытрӑм, унтан майӗпен ҫав ӗҫ кӑмӑла кайрӗ, — каласа парать Геннадий.

— Сначала решил просто попробовать, а потом постепенно втянулся в это увлечение, — рассказывает Геннадий.

Хобби — алмаз тӗрри // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ri-3471362

Аякран, майӗпен, вӑл темле тивӗҫсӗр, киревсӗр япала ҫинчен каланӑ пекрех каларӗ: пирӗн станцире ӑна варалакан усал сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ имӗш, вӑл мана, юн юхтарса выртаканскере, пӗччен пӑрахса хӑварнӑ пулать, пӳртре пулнӑ аптекӑпа, кайран Миронова шыраса тупнӑ эмелсемпе те усӑ курман имӗш.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Майӗпен пурнӑҫа кӗрсе пырӗ ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗ ҫине куҫасси, вӑл 2027-2028 вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн анчах вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Республика ертӳҫи ҫакӑ республика экономикин пысӑк пайӗ ҫак отраслӗнче майӗпен хӑйӗн тӳпине ӳстермеллине палӑртнӑ.

Руководитель республики отметил, что это большая часть экономики и республике постепенно надо увеличивать свою долю в этой отрасли экономики.

Радий Хабиров Пушкӑрт Промышленность министерствине тетте индустрине пулӑшмалли программа хатӗрлеме хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... hn-3444683

— Хӑв та майӗпен эп ҫитнӗ тӗлех ҫитсе ӳкетӗн.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса майӗпен самайланса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн майӗпен тепӗр ҫӑматтине тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех