Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарма (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан хуйхӑр, Чураппа, халь-халь таврӑнать тесе кӗтсе ҫеҫ пурӑн, — лӑплантарма пӑхрӗ хӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах Шигалей хӑйне лӑплантарма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӑнӑшне хӑй ҫине илсе, лӑплантарма тӑрӑшрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапах хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Яким хӑйне чарайми пулнине курса, Эльгеев (Шекспир тумне тӑхӑннӑскер) ӑна лӑплантарма чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вандюков ҫапах та шӑв-шава лӑплантарма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнтах йӗри-тавра йӑлт-ялт ҫеҫ пӑхкаласа пыракан Урасмет хӑйне лӑплантарма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикментей, паҫӑр хӗрсе кайнӑ чух ыттисенчен кая мар кӑшкӑраканскер, ҫамрӑксене кӑшт лӑплантарма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну юрӗ, ылхантӑрах, — лӑплантарма пӑхрӗ хӑйне Урасмет.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикментей вӗсене кӑшт лӑплантарма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет хӑйне лӑплантарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ, эпӗ, — лӑплантарма васкарӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та чӗре чул мар-ҫке-ха, ӑна лӑплантарма кансӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Макӑрнипе нимӗн чухлӗ те пире пулӑшаймӑн, хӑвна хӗрхен, — лӑплантарма сӑмах шырарӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марьене лӑплантарма тӑрӑшрӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пухӑва ертсе пыраканӗ халӑха лӑплантарма хӑтланчӗ, анчах икӗ пая уйрӑлнӑ ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине кӑшкӑра-кӑшкӑра чышкисемпе юна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӳренӗве тӳсеймесӗр Джесси пуҫне аллисем ҫине ӳкерчӗ те йӗрсех ячӗ, унтан урайӗнчен урине тапкаласа телейсӗр ҫак кун хӑйне хытӑ тарӑхтарнине лӑплантарма хӑтланчӗ.

Не стерпев обиды, Джесси уронила голову на руки, расплакалась и, топая ногой, старалась усмирить негодование на несчастный день.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӳрленсе тӑма май ҫукран, яланах хутланнипе, чӗркуҫленнӗрен е мелсӗр хускалнипе вӗсен тепӗр чухне месерле выртса канма, карӑнса тӳрленме, шӑмӑ сыпписем сӗрлесе ыратнине лӑплантарма тивет.

Не имея возможности выпрямиться, все время согнувшись, сидя на коленях или в неудобном положении, они вынуждены были иногда ложиться на спину, чтобы, насильственно распрямляясь, утишить ломящую боль суставов.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ сана лӑплантарма тӑрӑшӑп.

Я попытаюсь успокоить тебя.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Ан хӑра, нумай пурӑнмӑп сан патӑнта, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех