Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарма (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кил таврашӗнче кашӑк-чашӑк шӑкӑртатмасӑр пулмасть, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ вара Лавр хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Эпӗ ҫырӑнман вӗт-ха, кам мана кунта ирӗксӗрлесех пурӑнтартӑр? Акӑ унран кивҫен илнисене тӳлесе тататӑп та хӳреме тӗвӗлетӗп», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Лавр.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗр-икӗ хутчен ӑна халӑх хушшинче Нинӑна курнӑнах туйӑнчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй лӑплантарма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вара хӑйне кӑштах лӑплантарма тӑрӑшса:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пукана ун ҫумнерех шутарса эп ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, пуҫа пырса кӗнӗ айван та кӑнттам сӑмахсене персе ятӑм:

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сехри хӑпса тухнӑ патша йӗркин сыхлавҫисем, стражниксемпе Мошков уретникрен пуҫласа Огуречников стӑнавая, исправнике, жандармери тытӑмӗн полковникне, кӗпӗрнатӑра ҫити, хыпӑнса ӳксех, «пӑлхавҫӑсене» лӑплантарма пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сире пӗр бокал хӗрлӗ эрех лӑплантарма пултарӗ.

Это напряжение поможет убрать бокал сухого вина.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Халӑх! — шава лӑплантарма тӑрӑшса, сассине хӑпартарах чӗнчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юрӗ, юрӗ… — кулма чарӑнса, арӑмне лӑплантарма тӑрӑшрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Нимле те мар, Ҫтаппан пичче, — лӑплантарма васкарӗ Михха — Паян ман кӑмӑл ҫавнашкал.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суйса ҫынна лӑплантарма пулать, анчах Ҫтаппан нихҫан та суйса курман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан Макҫӑма лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арман хуҫи арӑмӗпе хӗрӗсем йӗме пуҫларӗҫ, ытти хӗрарӑмсем вӗсене кӑштах та пулин лӑплантарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫук, Михаля ӗҫ тумасӑр пушӑ алӑпа таврӑнас ҫук. Ҫавӑнпа та вӑрах ҫӳрет вӑл», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫакна асӑрхарӗ-ха, хӑйне те темле аван мар туйӑнса кайрӗ, ҫапах та йӑпатса лӑплантарма хӑюлӑх ҫитерчӗ ҫитерчех.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрпӳ ӑна лӑплантарма пӑхать:

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах тата кулса-ахӑрса хӑйсене лӑплантарма пултарчӗҫ: боярсем тарават хуҫа пулаканччӗ-ха, ҫакӑн пек хаклӑ хӑнасене сӑйламасӑр кӑларса ярас ҫук терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлчӗ-ха вӑл, купсасене ҫаратнӑ ҫынсене кунта илсе килсе ӗлкӗреймен, ҫапах хӑйне тем пек лӑплантарма тӑрӑшсан та сехре хӑппи иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах вӑл хӑйне лӑплантарма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех