Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемпе хутшӑнса кайсан, манӑн кӑмӑл каллех хӑй вырӑнне ларчӗ, каллех эп хам пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юлташӗсем ташларӗҫ те, юрларӗҫ те, анчах ман ӑша кӗве кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Манӑн тӳрех чӗлхе ҫӗтсе ларчӗ, ним калама та пӗлмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Юратушӑн, Савӑшушӑн Пурӑнас пулать, тӑван!.. — Шӑппӑн ларчӗ те пӗр хушӑ Мӑрса тӑчӗ вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Малтан ӑнтан тухса каяс патне ҫитнӗ Алимпи макӑрма та пултараймарӗ, унӑн чӗри чул пек хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Алимпи салхуллӑн сывласа илчӗ, вӑл пайтах вӑхӑт хушши чӳрече умӗнче чавсаланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен итленӗ чух та, унтан Уксах Якку каланӑ вӑхӑтра та вӑл пит пӑшӑрханса ларчӗ

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Матӗрне инке ун пӳлӗмне кӗчӗ те, хуллен кӑна ӳсӗрсе илсе, пукан хӗррине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Улӑха ансан, Исаков ҫерем ҫине ларчӗ те ҫырӑва вулама тытӑнчӗ.

Спустившись на луг, Исаков сел на траву и стал читать письмо.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Зоя, темле тӗлӗнмелле япала курнӑ пек сасартӑк куҫӗсене чарса, Исаков ҫине тинкерсе пӑхрӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ.

Зоя вдруг широко раскрыла глаза, как будто увидела что-то странное, и пристально посмотрела на Исакова, некоторое время просидела не вымолвив ни слова.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Исаков хӑйӑр ҫинчен сиксе тӑчӗ те Зоя ҫывӑхнерех пырса ларчӗ.

Исаков вскочил с песка и подсел поближе к Зое.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пирӗн сасса илтсен пичче вӑранчӗ, тӑрса ларчӗ, кӑкӑрне тытса ӳсӗрме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Коля вуланӑ чух та, каласа панӑ чух та Веденский, кӑмӑллӑн пӑхкаласа: «Та-ак, та-ак», — тесе ларчӗ, ачана грамматикӑпа чылай ыйтусем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя пуҫне пӗксе, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя ҫеҫ аптраса ларчӗ, ҫырма та пуҫӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анастасия Александровна пӑрӑнчӗ, благочиннӑй, пуп хӑтланкаларӑшне курманҫи пулса, журнала уҫа-уҫа пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя, кулкаласа, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн пуп, хӑй хытӑ кӑмӑлсӑрланнине палӑртас мар тесе пулӗ, кантӑк патне пырса тӑчӗ, тарӑн шухӑша кайнӑ пек, чылайччен урамалла тинкерсе пӑхрӗ, вара, уксах урине сӗтӗрсе, хӑй вырӑнне калла пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗлӗ пӗтсен, Веденский сӗтел хушшине ларчӗ, учительницӑпа пуп унӑн икӗ айккине вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, каҫхи ӗҫсене пӗтерсе, ман пата пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех