Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне кӗнчелипе сӗтел умӗнчи пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппа пычӗ те ун ӑшнелле пӑхса тӑчӗ, вара килкарти енчи чӳрече патне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юлашкинчен вӑл чӗркуҫленсе виҫӗ хут пуҫҫапрӗ те алӑка хупса ман пата пычӗ, пушӑт питлӗ пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫлес килменрен тӑпра чӑмаккисене урипе тапкаларӗ, плеерпа юрӑ итлерӗ, витрине тултармасӑрах малтанхи вырӑна кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗне тивӗҫ? // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 14 с.

Куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ.

А глаза наполнились слезами.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумай та пулмасть-ха хура кӗркуннеччӗ, пылчӑк салтак атти тӗпӗсене татса илес пек туртатчӗ, халӗ ав ҫӗр шӑнса ларчӗ, юр вӗҫтерет.

Только что была черная осень, изматывавшая солдат липнувшей к сапогам грязью, глядь, уже белым-бело — пришла зима.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил хуҫи хӑйне сив кӑмӑлпа кӗтсе илнине пӑхмасӑрах кайма шӳтламаннине палӑртса Михапар ҫывӑхри урапа ҫине ларчӗ.

Михабар, не обращая внимания на прохладный прием, уселся на стоявшую неподалеку телегу.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ чылайранпа ҫуллахи ниме кунӗнче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки сӑмах хускатманнипе Укка ӑна манӑҫа тухрӗ терӗ-ши, калама хӗн, — аттепе ачасем ҫак калаҫу тапраниччен «выляма» пус киле (кӳрше) кайнӑччӗ, — юр ӳкни самай вӑхӑт пулатчӗ ӗнтӗ, тепрер уйӑхран ҫуркунне шӑрши кӗме тытӑнмаллаччӗ; эпӗ ҫӑпата хуҫаттӑм, Укка пир тӗртетчӗ; вӑл, Укка ӗнтӗ, ӑсине шӑкӑрт тутарса урайне ӳкерчӗ те тӳрленсе ларчӗ.

С того летнего дня, когда состоялось ниме, прошло довольно времени — миновала снежная зима, уже пахнет весной; Укка, видимо, решила, что Михабар все забыл и все простил — они мирно, молча занимались каждый своим делом: Михабар плел лапти, Укка ткала холст. Дети с дедушкой ушли к соседям — поиграть с их ребятишками. Вот Укка уронила на пол челнок, выпрямила уставшую спину, потянулась.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗтсе ларчӗ, ларчӗ ӑна Михапар, Укка кӗмерӗ каялла.

Словно каменный, Михабар просидел вечер, ночь, Укка так и не вернулась.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вырӑн ҫине яшт тӑрса ларчӗ те Михапара куҫран пӑхса ҫапла каласа хучӗ.

Укку будто подбросило на постели: она резко встала и, одарив мужа презрительным взглядом, твердо проговорила:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар пӗрре тӗпеле кӗрсе тухрӗ, сӗтел ҫинчи шыв куркине кӑмака кӗтессине пырса ҫакрӗ те паҫӑрхи вырӑна кутник хӗррине таврӑнса ларчӗ.

Михабар прошел к столу, взял ковш и так же молча повесил его на место, затем вернулся и присел на край кровати.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӑш тӗлте вӑл, татса хунӑ вутту? — упӑшки аллинчен пӑрӑнса вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ Укка.

— Это в каком же месте у тебя они наколоты? — откинув руку мужа, вновь присела на постели Укка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ярханах Укка вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ те кӑкрине аллипе хупларӗ.

Укка так и привстала на постели, в чем была. Опомнившись, прикрыла грудь руками.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫӗ-пуҫӗ ҫуталса карӗ ун, сӑнӗ ҫурхи ҫилпе хуралса ларчӗ, хӑй ырханланса ҫитрӗ.

Но глаза его блестели по-молодому; на загорелом под весенним солнцем лице даже стала появляться улыбка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫурта ҫути пӗчӗкленсе пырса лӗп-лӗп-лӗп турӗ те пӑч сӳнсе ларчӗ.

Но свечка часто-часто заморгала и погасла,

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем тытса тӑни ҫитменччӗ, крыльца ҫине Хветле каҫса ларчӗ.

Мало этих двоих, как на грех, на крыльце уселась Фекла.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫав самантра Михапар вулӑс пуҫлӑхӗн майрине ӑҫта та пулин тӗл пулса ҫӑраҫҫи ҫинчен мӗнле ыйтса пӗлесси пирки шухӑшласа ларчӗ.

(Михабар надеялся встретиться с женой головы и через нее узнать про ключ),

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӗлле аташса кайса вилнӗ тесен… — теме тӑнӑччӗ Микки, Каҫҫан пичче шурса карӗ, Ухтиван сак ҫине кутӑн кайса ларчӗ.

— Если заблудилась и замерзла где… — начал было Микки и смолк. Касьян сделался белее снега, а Ухтиван без сил рухнул на лавку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ильмук-Янтул тӗлне ҫитрӗ те унпа юнашар тенкел ҫине ӳкнӗ пек лашт ларчӗ.

пока не дошел до Яндула и резко опустился на табурет.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул ҫыран хӗррине тухрӗ, туран ыткӑнса анакан шыв патне пырса чӗркуҫленсе ларчӗ.

Беглец выбрался на берег, ополоснул лицо в сбегавшем с горы ручье

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех