Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗри-таврари вӑрман симӗс тум тумланса хитреленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей, пӗрре тӑрса кайнӑскер, каллех ун ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шигалей калаҫнӑ май окольничий ҫумнерех куҫса ларчӗ, йӑпӑлтатакан сасӑпа ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫ кӳлӗм ӑна Адашев хӑй патне тепре чӗнтерсен Шигалей пушах пулин те темӗнччен каймасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан мӗн пур вӑйне пуҫтарса лаша ҫине ыткӑнчӗ. хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнмеллех ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Офоня Хлебник текенни чакса-чакса пычӗ, юлашкинчен ури темскер ҫакланнине пула купарчи ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ыйту аслӑ княҫшӑн кӗтмен япала пулчӗ курӑнать, вӑл пӗр авӑк шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй, ӑш вӗҫнӗ ҫын пек, ялан ассӑн сывларӗ, ҫӗрле, ҫывӑрнӑ хушӑра, вырӑн ҫине тӑра-тӑра ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Князь элчӗ тухса кайсан та ҫемҫе минтер ҫинчех тӗлӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан макӑракан тӑлӑх арӑм каллех кулма вӗренчӗ, вилнӗ хан ячӗпе ирттернӗ пумилккесенче ывӑлне чӗрҫи ҫинче тытса чи ҫӳллӗ вырӑнта ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрнар халӑхӗ, акӑ, эрнекун каҫранпа вырсарникунхи каҫчен шывсӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Упӑшки куштанланнине кура Сююнбике поэтран «Ку кам сӑвви?» — тесе ыйтми пулчӗ, вӑл ӗнтӗ ҫемҫе минтер ҫинче пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей сӑввисем кӑмӑла кайнипе кӑмӑла кайманнине нимӗнпе те палӑртмарӗ, вӑл чӗмсӗррӗн ҫеҫ ларчӗ, анчах Сююнбике поэта кӑсӑкланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӑхӑтра хан юри чӗнсе хӑварнӑ Булат Ширинпа куҫа-куҫӑн, никам илтмелле мар калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас ахлатса илчӗ, ҫапнӑ хул пуҫҫине тепӗр аллипе ярса тытса хутланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ ҫапла калаҫнӑ хушӑра вӗсем патне темиҫе кун каялла килсе кӗнӗ вӑрӑм сухаллӑ хура ҫын кӳлӗ хӗрринче ҫамрӑксен хушшинче ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку чӗпписем хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма пуҫласан, Квикка тата тепре чӗпӗ кӑларма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Квикка лупас айӗнчен вӗҫсе тухрӗ те кӗрепле шӑчӑ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Алӑра мӗн пуррине Твикка инҫетренех курчӗ, вӗҫсе пырса, тӳрех Палюк мучи хул пуҫҫийӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех