Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович та, хӑнӑхман урисене кил хуҫи пекех хуҫлатма тӑрӑшса, ӑна хирӗҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй, урисене турккӑлла хуҫлатса, сӑмавар ҫывӑхне ларчӗ, куркасене чей тултарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарӗ вӑл Шаккур ӑҫтарах пурӑннине пӗлменнипе ҫапла хушнине тавҫӑраймарӗ, йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине кайса ларчӗ те, тилхепене хӑй аллине илсе, ӑйӑра тепӗр урамалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар иккӗленчӗклӗн турткаланма пуҫланине туйсан, тата ҫирӗпрех сасӑпа: — Эпӗ кӗтме юратмастӑп, вӑр-вартарах пул! — терӗ те Петӗр, кӗсйине хыпашлам пек турӗ — мӑйӑхлӑ тутар ҫавӑнтах трантас ҫине улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ленин питӗ тимлесе итлерӗ, документсене пӑхкаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чей вӑл пуҫа ӗҫлеттерет, — тесе, мулла сӗтел хушшине куҫса ларчӗ, тӳпеттейне хывмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мулла алӑк патӗнчен кӑштах тӗпеле иртсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйне арҫын алли лексен, Анюк шартах сиксе илчӗ, тата ытларах хӗрелсе кайрӗ, аван мар, аван мар тесех, хӑнапа юнашар ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халех ларса ҫиетӗп, — тесе, Хрестук сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те ҫиме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сысна-и? — Сабир ура хучӗ, тепри вирлӗ кӑна тӗксе ячӗ те, Энтрей сирпӗнсе кайрӗ, ҫӑрхи татӑлса кӑвак пир йӗмӗ чӗркуҫҫи таран анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт сылтӑм аллинчи вун иккӗпе явнӑ чӗн саламачӗпе ҫап-ҫутӑ аттине ҫатлаттарса илчӗ, ярханах янӑ сенкер кӗпи ҫинчен ҫыхнӑ шурӑ пиҫиххине турткаларӗ, аллисене урхамах ҫурӑмӗ ҫине хурса кӑштах кукленчӗ те — пӗрре сиксех ун ҫине утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калӑр-ха, малашне мӗн тӑвасшӑн эсир манпа? — сӗтел ҫывӑхнерех куҫса ларчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар тӑруках каламарӗ, кӑштах шухӑшласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑрмарӗ вӑл: темле хаҫатсем, темле кӗнекесем вулакаласа ларчӗ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑранташпа туртса та паллӑ турӗ — Советра калаҫма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар пӗр хушӑ шухӑша кайса ларчӗ, унтан.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учительница нумай калаҫмарӗ, ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти ыйтусене сӳтсе явӑпӑр, — Михаля хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сенӗк кашкӑрӑн хӳри чиккине тӑрӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Хрестук ӑна-кӑна тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ, ун ҫине кил хушшинчи хуп-хура йытӑ сиксе ларчӗ те тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех