Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартма (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршыв шайӗнчи сумлӑ пӗр инвестор, сӑмахран, ҫитес ҫулах Сӗнтӗрвӑрри округӗнче 30 гектар ҫинче хӑмла лартма палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вара патша куччӗрне ҫул тӑваткалне лартма хушрӗ.

Тогда царь велел оставить кучера на перекрестке дорог.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ял ҫыннисем масар ҫинчи вилтӑприсене тасатма ҫулсеренех хутшӑннипе пӗрлех унта пыракан ҫула юсама, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрма, кӗнӗ ҫӗре брусчатка сарма, пӳрте тимӗр кӑмака лартма та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Нумай ачаллӑ икӗ ҫемье ҫурт лартма патшалӑх енчен пулӑшу илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Юлашки ҫулсенче пирӗн театрсен коллективӗсем ял ҫыннисем валли спектакльсем ытларах лартма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Композитор хӑй ҫирӗм ҫул хушши ҫырнӑ ҫак паха оперӑна чи малтан паттӑр Чапаевӑн янташӗсене — чӑвашсене лартма шанса парнелесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Туй пуҫӗ пулнӑ ҫын ҫамрӑксем ларакан сӗтелтен виҫӗ хут сӑра тултарса ваттисем патне кӗмелле, виҫӗ хут ыйтмалла: «Эпир ҫак ҫурта ҫӗнӗ ҫын илсе килес тетпӗр. Ҫавна илсе килме туй лартас тетпӗр. Ҫав туя лартма рӗскет (пархатар) паратӑр-и», — тесе ыйтмалла («Паратпӑр», — теҫҫӗ ваттисем).

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ.

Чтобы предотвратить их черное дело, «охранник правопорядка» предложил перевести деньги на безопасный счет.

Ултавҫа 1 млн та 667 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35379.html

Капла вара — ни каруҫҫелӗ ҫук, ҫӗннине лартма та хӑйсенех укҫа пухмалла…

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

Ҫурт ҫывӑхӗнче халь каруҫҫель юлманнишӗн те хӑйсен айӑпне курман: вӗсем вырӑнти халӑха укҫа пухса тепӗр каруҫҫель лартма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

«Хӑҫан ӗлкӗрнӗ кусене туса лартма? — тӗлӗнчӗ Андронов.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

2020-2025 ҫулсенче «Перспектива» кооперативра пахча ҫимӗҫ хранилищине туса лартма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Хӑй ҫавӑнтах Маюкӑн тин юсанӑ станокӗ ҫине пушӑ ҫӗрӗсем лартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫавӑнпа хула Совечӗ унта ача садӗнче ӗҫлекен хӗрсем валли общежити туса лартма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Авланнӑ хыҫҫӑнхи ҫуркунне Мартин пахчине пуринчен малтан тухрӗ, картине — тислӗк кӗртме хӑрах енчен пӗр тӑрӑх уҫнӑскерне — тӑратса лартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

9 ҫултан ҫеҫ ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй-хал ҫитертӗмӗр, - салтрӗ сӑмах хутаҫҫине пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ сӑнран илемлӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Регионта кашни ҫул вӑтамран пилӗк клубран кая мар хӑпартса лартма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Кайран нумай та вӑхӑт иртмен, унӑн пьесисене чи чаплӑ театрсем лартма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Лартма вырӑн юлмарӗ пулсан та, ҫӗнӗ савӑтсӑр таврӑнмастӑп пасартан.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Хам сӗнтӗм ӑна бригадира лартма.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех