Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартма (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаптӑка сухаласа кӑпкалатма, ҫумкурӑкпа сӑтӑрҫӑсене пӗтерме, хӑмла юпи лартма, шпагат, ытти материал туянма, ҫӗнӗ плантацие пӑхма субсиди нумай килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хӑрӑк авӑрсен тымарӗ вырӑнне калчасем лартма гидробур, тӗп авӑра ӳсме чӑрмантаракан ытти ҫумавӑра иртме хатӗр, йӑранри тӑпрара нӳрӗк тытма сарлака агрегат меллештертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шуршура шыв управӗ ҫуккипе Смирнов хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗ ҫывӑхӗнче 50 тонна шыв кӗмелли пичке лартма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Малтанхи кунсенче ферма ӗҫӗнче ӑна Людмила Евграфова /халӗ вӑл тивӗҫлӗ канура/ чылай пулӑшнӑ, вӑлах аппарат лартма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

11. Кашни кун чӗрӗ кӑшман салачӗ ҫини атеросклерозран сыхланма тата унӑн аталанӑвне чарса лартма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Халӑх медицининче атеросклерозран хӳтӗленме, унӑн аталанӑвне чарса лартма, сипленме пулӑшакан рецепт чылай.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Температура хӑпарсан банка, горчичник лартма, грелка хума, ӑшӑ япалапа чӗркенме, вӗри мунча, ванна кӗме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫак чирӗн диагнозне лартма чирлӗ ҫыннӑн юнне Шупашкарти уйрӑмах хӑрушӑ инфекцисен лабораторийӗнче 2 е 3 хутчен тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

М.Игнатьев райадминистраци пуҫлӑхӗнчен иккӗшне хире-хирӗҫ лартма, кирлӗ пулсан чей ӗҫтерсе парӑмпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Елчӗк тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен 5 списокне тунӑ: ял хуҫалӑх организацийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, сад, пахча, граждансен коммерциллӗ мар дача пӗрлешӗвӗсем, хушма хуҫалӑх тытса пыма, уйрӑм ҫурт-йӗр лартма ҫӗр илнӗ граждансем.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех