Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларакан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи ӑна шалти пысӑк пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ те ҫуртасен ҫутипе йӑлтӑртатса ларакан турӑшсем айне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑрушӑ стражник тинех кӗтесре ларакан хӑнасене асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ ҫак инструмента курман-и? — ыйтрӗ хӑна, кӗтесре ларакан фисгармони хупӑлчине уҫса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗр сӗтел, тумбочка, виҫ-тӑватӑ хыҫлӑ пукан, хура лакпа ялкӑшса ларакан каланккӑ-кӑмака, ун хыҫӗнче — тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав йӗплӗ пралуклӑ ҫӳллӗ хӳме хыҫӗнче пытанса ларакан кивӗ ҫурт ларнӑ ҫӗрте ҫӗнӗ пысӑк ҫурт — ача сачӗ пулмалла иккен.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

А чӑланта миххи-миххипе ларакан ҫӑнӑх-кӗрпе, сахӑр ӑҫтан терӗн?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Койка ҫинче ларакан Макар ялт! сиксе тӑчӗ, унӑн ҫур пӑт пуканӗ пысӑкӑш чышкисем хӑйсемех чӑмӑртанчӗҫ, пичӗ кӑвакарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ак ҫакӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл, ҫӳллӗ хӳме хыҫӗнче ларакан пӳрт ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пулать, пӑрҫа ҫине гексахлоран сапма килмелле пулать, — терӗ юнашар ларакан Мефоди-ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрсемпе пӗрле ҫисе ларакан Аля хӗрелсе кайрӗ, анчах ӑна манпа Баймашкинсӑр пуҫне нихӑшӗ те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Икӗ хӗр ҫамрӑк ҫурасене коридорпа хӑваласа килчӗҫ те пӗр аслӑ пӳлӗмре ларакан тараса ҫинчи ещӗке хӑваласа кӗртме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ сӗтел ҫинче ларакан пӗчӗк сӑн ӳкерчӗке илсе пӑхрӑм: пӗр ушкӑн салтак хушшинче Евсей Антоныч ларать; вӑл капитан погонӗпе, кӑкӑр тулли орденсемпе медальсем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Улмуҫҫи кутне пӗчӗк кӗреҫепе чавса ларакан пахчаҫӑ чарӑнчӗ те председатель ҫине канн! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхоз сачӗ яла икӗ пая уйӑрать е, тӗрӗссипе, тахҫан икӗ ял пек уйрӑм ларакан урамсене пӗрлештерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑштах кайсан хавасланчӗ, хурӑн тӑрринче шӑхӑрса ларакан шӑнкӑрч ҫине пӑхса илчӗ те куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Именнӗ юрӑҫ каллех эрех черкки тытрӗ, унтан каллех пӗччен ларакан Таньӑна ташлама чӗнсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫамрӑксем малтан «паттӑр совет хӗрарӑмӗсемшӗн», унтан — «паттӑр совет салтакӗсемшӗн», унтан — «кунта ларакан паттӑр хӗрсемшӗн» черкке ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Партер тулли, балкон тулли ларакан ҫынсем, халӗ кӑна полковник докладне куҫ харшисене хаяррӑн пӗрсе итлекенскерсем, хавасланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл кӑмака ҫумӗнче салтаксем валли алсишсем ҫыхса ларакан карчӑкпа хӗре сывлӑх сунчӗ те тӳрех шавласа калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех