Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларакан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫне чиксе ларакан Владимир Сергеевич яштах сиксе тӑчӗ, шӑнкӑрав янӑраса кайичченех пӳлӗм алӑкне пырса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна вӑл урам вӗҫӗнче, хула халӑхӗсенчен пушаннӑ каҫхи ыйхӑпа тӗлӗрсе ларакан ҫӑкасем хушшинче хӑваласа ҫитрӗ, иккӗшӗ те тӑп чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫлеме пултаракан, анчах вӗҫӗмсӗр эрех ӗҫнипе латсӑрланса кайнӑ ашшӗн сӑнӗ, икӗ урасӑр пулин те ӗҫшӗн ҫунса ларакан Ревлен Петрович ӑшшӗн сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна ҫак кӗске ҫӳҫлӗ харсӑр хӗрача та вӑтантарчӗ, урапа ҫинче ларакан мастер ашшӗ тимлесех ӗҫлени те тӗлӗнтерчӗ, пӳлӗмри хӑтлӑх та чунах пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Паҫӑр тулли кӑмӑлпа ҫиҫсе ларакан Владимир Сергеевичӑн сӑн-сӑпачӗ Ревлен Петрович сӑмах илсенех пӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Аслӑ кладовщицӑна курма пулмасть-ши? — ыйтрӗ Ревлен Петрович инструмент акчӗсене пӑхса ларакан ҫамрӑк хӗрачаран.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ак камран тӗслӗх илмелле сирӗн, — сӗтел умӗнче ларакан Корнеев Ивана тӗллесе кӑтартатчӗ аслӑ мастер, — сирӗн пекех ҫамрӑк, ӗҫлессе вара мӗнлерех тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурте килӗшетчӗ унта Ревлене: пӗр тикӗссӗн кӗрлесе ларакан кӑвак сӑрпа сӑрланӑ станоксем те, участокри йӗркелӗх те.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑваттӑмӗш сӑлтав — яла хӑтлӑх кӗртессине ял халӑхӗ мар тӑвать, администрацире ларакан тӳре-шара.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл ула кӑвак куҫне сӗтел хушшинче шапӑлтатса-ҫатӑлтатса ларакан шӑллӗпе йӑмӑкӗ ҫине сивлеккӗн чалӑштарчӗ, вара, елперсе: — Эпӗ авланатӑп, — тесе татса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ленӑсен умӗнче Ҫимун хуралҫӑпа юнашар ларакан Варвари хӑйӗн ятне илтсен шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытларах та вилме пултарнӑ, юрать-ха, ху ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, — терӗ юлашкинчен Галя, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек ларакан Ленӑна лӑплантарса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрринчи пукан ҫинче ларакан Ваня Ленӑпа Тамара кӗнине тӳрех асӑрхарӗ, вӑл, хӗрсене хӑй ҫумне чӗнес тесе, ури ҫине те ҫӗкленчӗ, анчах хыҫалти ретри Василий Петрович вӗсене пушӑ вырӑн тупса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Варвари шӑпланса ларчӗ те ҫап-ҫаврака шыҫмак питӗнче пытанса ларнӑ пӗчӗк куҫӗсемпе ял халӑхӗ ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ, анчах та хӑйне тарӑхса е йӗрӗнсе пӑхса ларакан ҫынсене хирӗҫ нумайччен пӑхма хевти ҫитмерӗ, хӑвӑртрах ҫав куҫсенчен тарса хӑтӑлас тенӗ пек, тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑх пӑхакан хӗрсем хушшинче ларакан Василий Петрович вырӑнтан ҫӗкленчӗ те трибуна умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевнӑн куҫӗсем виҫӗ пайлӑ мӑн тӗкӗрӗн тумбочки ҫинче ларакан пысӑклатнӑ сӑн ҫине куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл яланхи пекех чи малтан чӗпӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ, унтан тин люцерна тураса ларакан Лена патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗвелӗн юлашки пайӑркисем, ҫитес ҫӗнӗ кун пуҫланиччен тавралӑхпа сывпуллашса, ӑшӑ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса ларакан уйсемпе хирсене, йывӑҫ-курӑксене ҫепӗҫҫӗн ачашла-ачашла тухрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак шӑтӑксенчен пӗчӗк чӗпӗсем пуҫӗсене кӑлараҫҫӗ те умӗнче ларакан апата ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл хӑй умӗнче ларакан тӗксӗм кӑвак куҫлӑ, вырӑссенни евӗр вӑрӑмрах сӑмсаллӑ, илемлӗ сӑн-питлӗ хӗрарӑм ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех