Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрсе (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ картлӑ кӗвентепех кӳрсе килнӗччӗ».

Только недавно на коромысле принесла два ведра.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ыранах ҫӑнӑх кӳрсе пама калӑп.

— Завтра же велю муки вам принести.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Выльӑх апатне кашни кӗркуннех анкартинчен килне кӳрсе хуртарать.

С осени Теруш весь ячмень и солому свозит с огорода во двор.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кӳрсе килмен-ха», — хуравларӗҫ ӑна сутуҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Кӳрсе мӗн парӗ шиклӗ ир, Ҫитес ҫут кун мӗнле тӑрланӗ, Мӗн илтӗ сисӗмлӗ вӑрманӗ, Мӗн курӗ аслӑ, анлӑ хир?

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тем тесен те, эсӗ ман бригадӑна илем кӳрсе тӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах июнь уйӑхӗнчи шӑрӑх пирӗн калчана сиен кӳрсе хӑварчӗ, ҫавӑнпа тулӑ ытла вӑйлӑ пулмарӗ, эпир хамӑр сӑмах ҫине тӑраймарӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак икӗ ҫул хушшинче унӑн ҫӳҫӗ палӑрмаллах кӑвакарнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл халь аякран кӑтра пек те мар, сухалӗ тата пысӑкланнӑн туйӑнать, вӑл старикӗн тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткине илем кӳрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Нухай мӑрсисенчен пӗри шӳтлесе илесшӗн пулчӗ: — Ҫакӑн пек чечек хан пахчинче ытлашши пулас ҫук, вӑл ӑна илем кӳрсе ҫеҫ тӑмалла, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хальхи вӑхӑтра мӗнпур оборудование кӳрсе килнӗ, объектра вырнаҫтарнӑ, ӗҫе хута ямалли мероприятисене ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Санкцисене пула таварсемпе тивӗҫтерекенсем ют ҫӗршывран кӳрсе килекен оборудование вӑхӑтра илсе ҫитереймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Тата кам унран ытла ача чунне витӗр курать, ӑна сӑваплӑ витӗм кӳрсе ҫӗршыва, ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене, юлташӗсене юрӑхлӑ та тивӗҫлӗ ҫын ӳстерме хевте ҫитерет?

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Хӑй пурӑнакан урам икӗ айккипе те йывӑҫсем тавралӑха илем кӳрсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Ҫичӗ мӑнукӗ вӗсене хавхалану кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Професси этикин принципӗсене ҫирӗп пӑхӑнса тата право пулӑшӑвне пысӑк ӑсталӑхпа кӳрсе эсир пирӗн граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене, саккунлӑ интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр.

Соблюдая принципы профессиональной этики и оказывая квалифицированную юридическую помощь, вы защищаете права и свободы, законные интересы наших граждан.

Олег Николаев Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/19/ole ... -advokatur

Ҫул пӑсӑличчен ҫак хаклӑ япалана кӳрсе те килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӳре сӑмсаллӑ та ҫӳхе туталлӑскер каялла ҫаврӑнса ун ҫине юратуллӑн, шанӑҫ кӳрсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— О-о, телей пурах-мӗн пирӗн: тулли витресемпе килет Яким! — кӑшкӑрса ячӗ Эльгеев, Иоаким Степанович ҫырмаран шыв кӳрсе килнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим, Паша, шыв кӳрсе килнӗ чух асӑрхарӑм — ҫӗрӗк юпа выртатчӗ ҫул хӗрринче…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кооператив валли Шӗнерпуҫне краҫҫын кӳрсе килет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех