Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрсе (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Волна» ресторантан мотоциклпа вӗри апат кӳрсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑть хӑш выльӑха та зоогигиена йӗркисемпе килӗшӳллӗн пӑхса усрамалла, апата ют регионсенчен кӳрсе килмелле мар, илсе килнӗ пулсан пӗҫерсе е пысӑк температурӑра пӑшӑхланӑ хыҫҫӑн тин ҫитерме юрать, витесене кӗрекен алӑксем умӗнче дезоматсем вырнаҫтармалла, ун ҫине пусса кӗмелле, ют ҫынсене витене кӗртме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

— Ҫӗнӗ ҫынна пӗр чашӑк кофе тата пирус кӳрсе пар! — хушрӗ ӑна хайхи «тип».

— Принеси новенькому чашку кофе и папирос! — резко распорядился «тип».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑхланне те темӗн чухлех кӳрсе тултарчӗҫ, инструменчӗсем те вӗр-ҫӗннисем…

И олово — как из ведра, и новый инструмент…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Эпир пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери пысӑк тухӑҫлӑха ӳстеретпӗр. Тепӗр тесен, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайе лайӑхлатса халӑха валли хӑтлӑ условисем туса пама витӗм кӳрсе пыратпӑр. Тепӗр тесен бизнеса аталанса вӑй илсе пыма та меллӗ, условисем пӗтӗмпех хӑтлӑ», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Яла машинӑпа таса шыв кӳрсе килеҫҫӗ.

В это время деревню снабжали чистой водой.

Йӗкӗрварта шыв ҫук: шартлама сивӗре ҫынсем юр ирӗлтереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33926.html

Анчах Мыйракипе унӑн икӗ юлташӗ ним хӑрамасӑр малалла утни, шиклӗ чӗреллисене те шанӑҫ кӳрсе, тарма ирӗк памарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мана парӑмлӑ укҫана паянах кӳрсе паратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Татьяна аппа, шывне хам кӳрсе паратӑп!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ытти этемсене саккун хушнипе инкек-синкек кӳрсе пурӑнатӑн-и?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑкӑрлӑкра шыв кӳрсе килекен хӗрарӑма курсан: — Тулли витре хирӗҫ пулчӗ-ха, кум, — терӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ытла та нӳремсӗрле, хур кӳрсе парӑнтарасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи тата тӗп пасарти, аш-какайпа ытти ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑракан ҫӗнӗ лабораторисем уҫнӑ, вӗсенче хулана республика тулашӗнчен кӳрсе килекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине радиаци тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармасӑр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енӗпе ӑсатакан выльӑх-чӗрлӗх продукципе чӗртаварне тӗрӗслессине йӗркеленӗ, ветеринари службине ҫӗнӗ кадрсемпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Малашне таварсене тӳрех Хусантан кӳрсе килме пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уя тухсан хир карапӗсем, ытти техника ҫӗмӗрӗлме те пултараҫҫӗ, ҫавна май саппас пайсене кирлӗ чухлӗ кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енре ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗ, пархатарлӑ ӗҫсен анлӑхне ӳстерсе пырса тата пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех витӗм кӳрсе, хӑй ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерет.

Добровольчество в современной Чувашии активно заявляет о себе, увеличивая масштабы и расширяя границы участия во всех сферах жизни.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Канмалли кунсенче те, акӑ, ГКЧС сотрудникӗсем Ульяновск облаҫне черетлӗ пулӑшупа ҫитнӗ: ковриксемпе ҫывӑрмалли «михӗсем», балаклавӑсемпе перчеткесем, аптечкӑсемпе мобильлӗ телефонсем кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Тепӗр сӗнӳ вара чаҫсене пыракан тӑванӗсене уйрӑммӑн пырса тивет: кӳрсе килекен посылкӑсенче алкогольлӗ шӗвексем пулмасан лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем.

Для покрытия импорта потребуется значительное время», — подчеркнули парламентарии.

Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех